Елчĕк районĕ: «Кĕнеке урлă - ырăлăх» акци пырать

Библиотекăра «Кĕнеке урлă - ырăлăх» акци пырать. Фестивальте «Кĕнеке урлă ырăлăх» - ырă кăмăллăх акцийĕ иртрĕ. Акци девизĕ – «Ырă - кĕнеке урлă». Акци тĕллеве – Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи муниципаллă библиотекăсен фончĕсене пуянлатасси. Елчĕк районенчи муниципаллă библиотекăсем çак акцие активлă хутшăнчĕç. Вĕсен ыркăмăллăх пулăшăвĕ çакă пулчĕ: кĕнекесем тата ытти печатлă документ, аудио-видео продукции, музыкăллă компакт-дисксем тата ытти те. Çак кĕнекесен пĕр пайне вулава малалла аталантарас ĕçре район больници çумĕнче уçнă «Ыркăмăллăх» реабилитаци шкулĕн ĕçĕнче тата «Кĕнекепе çул та кĕскерех» акцисен ĕçĕсенче усă парĕç. Çак уявра Александрова А. А. – культурăпа информаци пайĕн ертÿçи, Михайлова Е. Н.- Елчĕк район администрацийĕн организаци пайĕн ертÿçи, Николаева Н. В. – собес ертÿçин çумĕ, Беляева Е. И. – пенсионер, Катюкова В.П. – вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ, фестивале хутшăннă Л. Филипповăпа Г. Максимов çыравçăсем те ыркăмăллăх акцине пуçаруллă хутшăнса кĕнекесем парнелерĕç. Çак акцине хутшăнса ырă ĕç туни, библиотекăна пулăшни, сăваплă пулнине ăнланаççĕ парнелекенсем.



18 апреля 2012
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter