Елчĕк районĕ: çамрăк сăвăçсем библиотекăра

Елчĕкри тĕп библиотекăра район йĕркеленнĕренпе 85 çулне халалласа «Ĕмĕрхи илемлĕх йĕрĕпе» пултарулăх лаборатори иртрĕ. Вăл регион шайĕпе иртекен «Кĕнекепе – халăхăн пĕр шухăшлăхĕ патне» фестивалĕн пĕр пайĕ пулса тăрать.     Кунта Патрекелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти сăвă çыракан ачасем чылайăн пуçтарăнчĕç. Сăвă кружокне йĕркелекенĕ, пултарулăх ертÿçийĕ -  чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Галина Леонидовна Енейкина. Галина Леонидовна Раççей Федерацийĕн Президент грантне çĕнсе илнине ентешсем лайăх астăваççĕ пулĕ. «Вăл – поэтсен çунатлă йышĕнчен», - тенĕ ун çинчен республикипе паллă  сăвăç Петĕр Çăлкуç

 Чи малтанах  Г.Енейкина пухăннисене сăвă çырмалли мелсемпе, сăвă виçисемпе паллаштарчĕ. Сăвă тĕшшине тĕп вырăна хумалли çинчен аса илтерчĕ ачасене сăвăç. Ачасем тимлесех итлесе ларчĕç юратнă вĕрентекене. Пĕрин хыççăн тепри тăрса хăйсем çырнă сăввисене вуларĕç çамрăк сăвăçсем.  Хĕрÿллĕн шăранса тухрĕç ачасен сăвă йĕркисем.

 Малалла сăвăçсем умĕнче Василий Эктель преми фончĕн представителĕ, поэт пиччĕшĕ, спорт мастерĕ Петр Петрович Сидоров /Лаштай/ тухса калаçрĕ. Вăл ачасене уяв ячĕпе саламларĕ, Патрекелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕренекене, çамрăк сăвăçа Оксана Филимонована В. Эктел ячĕллĕ премине пачĕ.



18 апреля 2012
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter