Хаçатсен «хура списокĕ»: нимрен нимĕр...
Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева «тĕрĕс мар çыракан» хаçатсен реестрне хатĕрлеме хушнă тесе айăпланă май ку ыйтăва Раççей Общество палатинче тишкерме палăртни маларахах паллăччĕ те - хăшĕсем пысăк шăв-шав пуласса, Чăваш Ен Пуçлăхне
çавнашкал çÿллĕ шайра сивлессе кĕтнĕччĕ.
Çук, вĕсен шанăçĕ тÿрре тухмарĕ.
Тĕрĕсех, Общество палатин массăллă информаци хатĕрĕсем енĕпе ĕçлекен комиссийĕ ыйтăва тишкернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ тивĕçлĕ ăнлантарусемпе документсене лару умĕнех панине кура ĕç-пуç малтанах уçăмланнă, ыйтăва комиссире тишкересех тени кунашкалли ытти регионшăн та кăтартуллă пулнипе, комисси вĕсен ертÿçисене прессăн асăннă йышши «хура списокĕсене» хатĕрлесрен асăрхаттарас тенипе кăна сăлтавланнă. «Новости» РИА информацийĕ тÿрре тухманнине пĕлтернĕ май çак шухăша комисси председателĕ, «Московский комсомолец» хаçатăн тĕп редакторĕ Павел Гусев палăртнă.
Вăл Шупашкарта Правительство çуртĕнче пулнă канашлу стенограммин сыпăкне те вуласа панă: «Чăваш Ен Культура министерствин ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕпе пĕрле 2011 çулта массăллă информаци хатĕрĕсенче право хуралĕн органĕсем тата ыттисем должноçри çынсем тунă коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртни çинчен калакан материалсем тăрăх мониторинг ирттермелле. Унăн кăтартăвĕсене Культура министерствин официаллă сайтне вырнаçтармалла». Çакă çеç! Анчах хăшĕсем çакăнта темле «хура список, реестр» хатĕрлеме хушнине асăрханă та - нимрен нимĕр пĕçернĕ.
- Сăмах ирĕклĕхне хÿтĕлекен комисси ертÿçи пулнă май мана ку пăшăрхантарчĕ, - тенĕ Павел Гусев асăннă информацие малтанах мĕнле йышăннине ăнлантарса. - Суд инстанцийĕсемсĕр пуçне вăл е ку журналист, тĕп редактор тĕрĕссине, массăллă информаци хатĕрĕ саккун енĕпе хăйне мĕнле тытнине паян никам та татса параймасть... Вăл е ку хаçат тĕрĕс е тĕрĕс мар çырни, вăл килĕшни е килĕшменни çинчен влаç тытăмĕ йышăну тума пултараймасть. Ку - журналистсен прависене, сăмах ирĕклĕхне пăсни.
Ларăва ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн информаципе аналитика управленийĕн ертÿçи Михаил Вансяцкий те хутшăннă: «Эпир хăш хаçатсем лайăххине, хăшĕсем япăххине каламастпăр, - ăнлантарнă вăл. - Республика Пуçлăхĕ те кун пирки пĕр сăмах та каламан». Вăл уйрăм вăйсене «Гусинскипе Березовский профсоюзĕсемпе» танлаштарса тĕрĕс мар информаци саракан МИХсем пирки «уйрăм çынсен аллинчи инструмент» тенĕ, вĕсем «информацие пăсса пичетлеççĕ», çапах «Чăваш Енре пресса тĕлĕшпе нимĕнле цензура та çук, мĕн пур массăллă информаци хатĕрĕнче критика илтĕнет, çав шутра - патшалăх аллинчисенче те». «Çапла, тепĕр чух эпир кăмăлсăр, çапла, тепĕр чух патшалăх аллинчи МИХсен тĕп редакторĕсемпе тĕл пулатпăр... Хăш-пĕр самант пирки калатпăр. Анчах пирĕн шутпа тĕрĕс мар çыракан е тата мĕн те пулин тăвакан журналистсем тĕлĕшпе никам та нихăçан та санкцисемпе усă курма хистемест», - тенĕ управлени пуçлăхĕ.
Сăмах мĕн пирки пынине ăнланмалла ĕнтĕ. Хăш-пĕр хаçат, пир-авăр комбинатне, чăлхапа трикотаж фабрикине, çурт-йĕр комбинатне панкрутлăх авăрĕ патне илсе çитерсе, хваттер туса паратпăр тесе çĕр-çĕр çынран укçа пухнă май вĕсене улталаса, кунтан çĕр-çĕр миллион тенкĕ оффшорсене илсе тухса Чăваш Ене çурăк валашка умĕнче тăратса хăварнă «САВВА» компанисен ушкăнне çывăхскерсем, республикăри лару-тăрăва пĕр енлĕн çутатма ăнтăлнине айван кăна туймасть. «Оппозици» текен вăйсем вара Чăваш Ене çаратнисемпе каварлашнăнах курăнаççĕ - лару-тăрăва йĕркелеме, хайхи «çурăк валашкашăн» айăплисене явап тыттарма тăрăшакан Михаил Игнатьева хирĕç. Вĕсем тÿлевсĕрех çапла хăтланаççĕ-ши - иккĕленÿллĕ. «САВВА» вара, паллă, хăйĕн интересĕсене лоббилекенсене тав тума пĕлет...
Çакна «çÿлте» те ăнланаççех. Çав шутра - Общество палатинче те. Ахальтен мар ĕнтĕ «Чăваш Республикин влаç органĕсем регионти массăллă информаци хатĕрĕсене хаклани çинчен» ыйтăва тишкернĕ май комисси ларăвĕнче Экономикăн аслă шкулĕн кафедра заведующийĕн çумĕ Иосиф Дзялошинский пайăррăн палăртнă:
- Эпĕ Чăваш Енре пулнă - ку ыйтусемпе ĕçленĕ. Ку Чăваш Енĕн мар - Раççейĕн мĕн пур регионĕн çивĕч ыйтăвĕ, вĕсенче прессăна пăхăнтармалли 18 меслет пур. Комиссин ыйтăва анлăрах тишкермелле.
Ыйтăва Общество палатин комиссийĕнче тишкерсе хакланă хыççăн тепĕр кунне «Новости» информаци агентстви каçару ыйтса «тĕрĕс мар информаци пичетленине» йышăннă.
Антон ДМИТРИЕВ