Спутник çыхăнăвĕ укçа перекетлет
Ĕнер Мускавра спутник çыхăнăвĕн мелĕпе халăхсен хушшинчи VI форум иртнĕ. “ГЛОНАСС тытăмĕпе усă курса Раççей Федерацийĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине малалла аталантарма спутник çыхăнăвĕ-информаци технологийĕсене ĕçе кĕртесси çинчен” темăпа видеоконференци йĕркелерĕç. Ăна РФ Правительство Председателĕн çумĕ Владислав Сурков ертсе пычĕ. Регион ертÿçисем телеçыхăнăва кĕчĕç. Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем те форум ĕçне тимлĕ сăнарĕç.
Канашлăва уçнă май Владислав Юрьевич çĕр-шывăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри спутник çыхăнăвĕ-информаци технологийĕсене ГЛОНАСС тытăмне кĕртесси çинчен пулнине пусăмлăн палăртрĕ. “1,5-2 çул хушшинче Чрезчвычайлă лару-тăру, Шалти ĕçсен министерствисен, общество транспорчĕсене, васкавлă пулăшу автомашинине, шкул автобусне çак тытăма вырнаçтармаллах, - терĕ. - Вăл çул çинчи хăрушсăрлăха ÿстерет, нумай çын пурнăçне çăлса хăварма, çав вăхăтрах укçа-тенке сахалрах тăкаклама май парать. Кашни регион пĕрер миллиард тенкĕ перекетлес пулсан та çĕр-шывра çĕнĕрен мĕн чухлĕ ача сачĕ тунă пулăттăмăр”.
Субъектсенчи лару-тăрупа РФ регион аталанăвĕн министрĕн çумĕ Роман Панов паллаштарчĕ. 2010-2011 çулсенче транспорт хатĕрĕсене спутник тытăмĕпе 2 хут нумайрах тивĕçтернĕ. Кăтарту Воронеж, Ростов, Мускав облаçĕсенче пысăк. Тĕп йывăрлăх - укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăрни, квалификациллĕ специалистсем çитменни.
Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, Воронеж облаçĕпе Приморье крайĕн кĕпĕрнаттăрĕсем Алексей Гордеевпа Владимир Миклушевский çĕнĕ технологие епле пурнăçа кĕртни çинчен каласа кăтартрĕç. Тытăмпа усă курни инкек пулнă вырăна çитес вăхăта, аварисен шутне чакарать, çунтармалли-сĕрмелли япаласене перекетлет.
Чăваш Енре спутник çыхăнăвĕн центрне йĕркелес ĕçе 2009 çултах тытăннă. Тĕп диспетчер служби туса хунă. Вăл транспортăн 900 хатĕрĕн куçăмне йĕркелет.
2012 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне республикăри транспортăн 755 хатĕрĕ çине спутник çыхăнăвĕн тытăмне вырнаçтарнă. Чăваш Республикин территорийĕнче шута илнĕ техникăн 36015 хатĕрне çакнашкал тытăмпа тивĕçтермелле. Ку тĕллевпе 11747 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутра республика бюджетĕнчен - 3582 пин тенкĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ