А.Аршинова - Чăваш Еншĕн ĕçлĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей Патшалăх Думин депутачĕпе, «Единая Россия» парти фракцийĕн членĕпе Алена Аршиновăпа тĕл пулса калаçнă. Алена Игоревнăна çĕршыв парламенчĕн аялти палатинче Константин Косачевăн депутат полномочийĕсем вăхăтсăрах вĕçленнĕрен (ăна Россотрудничество ертÿçине уйăрса лартнă) мандат панă.

Калаçу вăхăтĕнче Алена Аршинова çапла палăртнă: «Хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕ, тÿрĕ кăмăллă мар экспертсемпе политиксем Константин Косачев Россотрудничество ертÿçин должноçне йышăннă хыççăн Чăваш Ен Дума мандатне çухатнă тесе тăрăшсах элек сараççĕ. Ку мандата Пенза облаçне панă имĕш. Çакă тĕрĕс мар. Эпĕ хамăн тивĕçе нумаях пулмасть çеç пурнăçлама тытăнтăм, çавăнпа та Чăваш Ене тÿрех килме май тупнăшăн савăнатăп. Республикăра пурăнакансемшĕн ĕçлĕп».

«Суйлавсем иртрĕç, политика хирĕçĕвĕсем хыçра юлчĕç. Эсир улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думинче чи çамрăк депутат, Чăваш Республикинчи халăх ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлĕпĕр», - палăртнă М.Игнатьев. «Хам сирĕн командăн тивĕçлĕ членĕ пуласса шанатăп», - тенĕ А.Аршинова.

М.Игнатьев тата А.Аршинова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксен кадр резервĕн членĕсемпе, çамрăксен «Эпĕ - çамрăк» интернет-пĕрлĕхĕпе, обществăлла организацисен ертÿçисемпе тĕл пулнă.



19 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter