Студентсем пурнăç таппинчен юлмаççĕ

Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Патшалăх Думин депутачĕпе, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти фракцийĕн членĕпе Алена Аршиновăпа тĕл пулса калаçнă.

Алена Игоревнăна çĕр-шыв парламенчĕн аялти палатинче Константин Косачевăн депутат полномочийĕсем вăхăтсăрах вĕçленнĕрен /ăна Россотрудничество ертÿçине уйăрса лартнă/ мандат панă.

Калаçу вăхăтĕнче Алена Аршинова çапла палăртнă: “Хăш-пĕр МИХ, тÿрĕ мар кăмăллă экспертсемпе политиксем Константин Косачев Россотрудничество ертÿçин должноçне йышăннă хыççăн Чăваш Ен Дума мандатне çухатнă тесе тăрăшсах элек сараççĕ. Ку мандата Пенза облаçне панă имĕш. Çакă тĕрĕс мар. Эпĕ хамăн тивĕçсене нумаях пулмасть çеç пурнăçлама тытăнтăм, çавăнпа та Чăваш Ене тÿрех килме май тупнăшăн савăнатăп. Республикăра пурăнакансемшĕн ĕçлĕп”.

Алена Аршинова Чăваш Ен Пуçлăхне хăй районсемпе хуласен Пухăвĕсен çамрăк депутачĕсемпе тĕл пулни çинчен каласа кăтартнă. Вĕсем ЖКХ, транспорт, экологи ыйтăвĕсене, ача сачĕсенче вырăн çитменнине, халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессине, регион программисене федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассине тата ытти саманта сÿтсе явнă. Çамрăк депутатсем унăн нацилĕхĕпе те кăсăкланнă иккен. “Халĕ чăваш ĕнтĕ”, - тенĕ Раççей Патшалăх Думин депутачĕ.

“Суйлавсем иртрĕç, политика хирĕçĕвĕсем хыçра юлчĕç. Эсир улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думинче чи çамрăк депутат, Чăваш Республикинчи халăх ырлăхĕшĕн пĕрле ĕçлĕпĕр”, - палăртнă Михаил Игнатьев.

Алена Аршинова хăйне шаннăшăн тав тунă: “Хам сирĕн командăн тивĕçлĕ членĕ пуласса ĕненетĕп”.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Шупашкарти аслă шкулсен студенчĕсемпе тĕл пулчĕç. Çак мероприятире “Wi-Fi эпидеми” федераци проекчĕпе çывăхрах паллаштарчĕç, вĕренекен çамрăксен Интернетпа тÿлевсĕрех усă курма май пурри тавра калаçрĕç.

Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра информаци технологийĕсем вăй илсех, аталансах пынине, Чăваш Енре килсенчен çуррине яхăн Интернет сечĕпе çыхăннине палăртрĕ. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн ытларах пайне электрон мелпе кÿме тăрăшнине каларĕ. Тĕллев - пăралуксăр, пысăк хăвăртлăхлă Интернета республикăн кашни кĕтесне çитересси.

“Wi-Fi эпидеми” проект пирки калас тăк ăна пĕлтĕр нарăс уйăхĕнче ĕçе кĕртме пуçланă. Унăн пуçаруçи - Алена Аршинова, ун чухне вăл “Çамрăк гварди” юхăм лидерĕсенчен пĕри пулнă. Асăннă проект студентсене Интернетпа ирĕклĕн тата тÿлевсĕр усă курма май парать, ахальтен мар ăна çĕр-шыв ертÿçисем те ырланă. Wi-Fi валли кирлĕ оборудование аслă шкулсен вĕренÿ корпусĕсемпе общежитийĕсенче çеç мар, студентсем час-часах пулакан ытти вырăнта та - калăпăр, общество транспортĕнче, парксенче - вырнаçтараççĕ. Алена Аршинова çак проекта пула Раççейри 34 регион, /пĕтĕмпе - 200 пин студент/ пăралуксăр Интернетпа çыхăннине пĕлтерчĕ. Чăваш Ен - чи малтисен йышĕнче-мĕн. Хальхи вăхăтра республикăри 16 аслă вĕренÿ заведенийĕнче ку проект ăнăçлăн пурнăçланать. Чăваш патшалăх университетĕнче тата Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕренекен студентсем çак çĕнĕлĕх хăйсене питĕ килĕшнине каларĕç, тÿлевсĕр Интернетпа усă курса практика занятийĕсене хатĕрленме, курс ĕçĕсем çырма питĕ меллине палăртрĕç.

Алена Аршинова федерацин тепĕр проектне те - студентсем валли çĕнĕ общежитисем тăвасси - куçран вĕçертмест. “Кăçал çĕнĕ общежитисен строительстви валли 8 млрд тенкĕ уйăрнă, çак укçан пĕр пайĕ Чăваш Ене те çитессе шанас килет”, - терĕ Раççей Патшалăх Думин чи çамрăк депутачĕ. Вăл хăй чăваш çамрăкĕсем сĕнекен проектсене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшма тăрăшнине пĕлтерчĕ.

Ĕнерех Михаил Игнатьев тата Алена Аршинова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Çамрăксен кадр резервĕн членĕсемпе, çамрăксен “Эпĕ çамрăк” интернет-пĕрлĕхĕпе, “МолГород-2012” форумăн йĕркелÿ комитечĕпе тĕл пулса калаçнă.

 

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 апреля 2012
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter