Туберкулеза хирĕç

Туберкулеза хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа Чăваш Енре çулсеренех мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен «Шурă салтак тÿми» уйăхлăх иртет.

      Çак тапхăрта республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерта (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 4-мĕш çурт) флюорографи тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. Пур çын та хăйĕн ÿпкине тĕрĕслеттерме, фтизиатрпа тата ÿпкепе çыхăнман туберкулеза сиплекен специалистсемпе канашлама, усăллă сĕнÿ-канаш илме пултарать. Уйăхлăх тапхăрĕнче куçса çÿрекен тÿлевсĕр флюорографи тĕрĕслевне те йĕркелеççĕ:  апрелĕн 7-мĕшĕнче – Алькеш поселокĕнче, апрелĕн 14-мĕшĕнче – Атăл леш енче (пуринче те 8 сехетрен пуçласа 14 сехетчен). ("Хресчен сасси" хаçатран)



02 апреля 2012
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter