Тăвай кар çĕкленчĕ те чиперленчĕ

Юн кун ирхине пĕрлехи информаци кунĕнчи тĕл пулусене тухса каяс умĕн кăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтусемпе кĕске канашлу ирттерчĕ.

Тепĕр кунне вара райцентрти учрежденисенче ĕçлекенсем кăнтăрлахи апатран кĕреçе-кĕреплесем, шăпăрсем йăтса ĕçелле васкарĕç. Ĕç кунĕ вĕçленеспе пĕтĕм Тăвай тĕп урама – Ленин урамĕпе проспектне – кар хăпса тухрĕ. Сывлăх хуралçисем, вĕрентекенсем, çыхăну, культура, потребобщество, райадминистраци, банк, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем харпăр хăй ĕçлекен учреждени таврашне кăна мар, пĕтĕм проспекта шăлса тасатса, кивĕ çулçăсемпе çÿп-çапа, хăрăк туратсене, патак-шатака купан-купан пухса михĕсене тултарчĕç, уйăрса панă тракторсем çине тиесе ячĕç. Тахăш вăхăтра Тăвай тасалса, çамрăкланса, чипреленсех кайрĕ. Халĕ урамсемпе утма епле кăмăллă. “Епле маттур эсир, тăвайсем!” – тесех калас килет. Ыран та, тепĕр кунне те, виçмине те çÿп-çап пăрахса варалас марччĕ тавралăха. Тасалăх, тирпей-илем субботник кунĕнче кăна мар шухăшра пултăрччĕ, вăл кашни çыннăн юнĕнче куллен çаврăнтăрччĕ. Тасалăхпа илем вĕт хамăршăн. Атьăр манар мар ун çинчен. Атьăр пурте пĕр шухăшлă пулар та Тăвай ялне чи илемлĕ район центрĕ туса хурар. Çакна валли укçа-тенкĕ те нумай тăккаламалла мар, кăмăл хастарлăхĕ те кулленхи тимлĕх кăна кирлĕ.



20 апреля 2012
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter