«Туслăх хĕлхемĕ» туслăха çирĕплетет

 

Кашни çул ирттерекен «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн кăçалхи уявĕ ака (апрель) уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ.

«Чăвашлăх тĕнчи» номинацире шкул ачисем виçĕ темăпа тĕпчев ирттерсе хăйсен çитĕнĕвĕсене презентаци мелĕпе ăнлантарса пачĕç:

1)      «Халăх сăмахлăхĕнче сăнланнă историлĕх».

2)      «Степан Максимовпа Федор Павлов – чăвашсен пирвайхи композиторĕсем».

3)      «Н.И. Ильминскипе В.К. Магницкий – халăхсене çутта кăларакансем».

  

Ку номинаципе 18 ачаран пултарулăх кăтартса малти вырăн йышăнакансем çаксем пулчĕç:

Семенова Алина (Канаш районĕн Энтриел шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕ Ирина Петровна Федорова учитель) – 1-мĕш вырăн;

Никифорова Кристина (Комсомольски районĕн Хирти Явăш шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕсем – Валентина Германовна Зайцева, Лариса Ивановна Никифорова учительсем) – 2-мĕш вырăн;

Тихонов Александр (Красноармейски районĕн Пикшик шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕ – Тихонова Людмила Анатольевна учитель) – 3-мĕш вырăн.

«Çăлтăрчăк» номинацире вырăс шкулĕнче вĕренекенсем тупăшрĕç. 17 ача хутшăннă тупăшура çак ачасем мала тухрĕç:

Леонтьева Дарья (Шупашкар хулин 39-мĕш шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен; ертсе пыраканĕ Алина Викторовна Тихонова учитель) – 1-мĕш вырăн.

Алюкова Ксения (Шăмăршă вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренкен; ертсе пыраканĕ – Людмила Алексеевна Семенова учитель) – 2-мĕш вырăн.

Шингалова Анастасия (Комсомольскин 2-мĕш шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен; ертсе пыраканĕ – Светлана Григорьевна Индюкова учитель) – 3-мĕш вырăн.

Çĕнтерÿçĕсене, вĕсен ертÿçисене чĕререн саламлатпăр!

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви 



20 апреля 2012
16:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter