«Çăлтăрчăк» вăйă конкурсăн çěнтерÿçисем

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ инситутĕнче республика шайĕнче «Çăлтăрчăк» вăйă конкурсĕ иртрĕ. Пирĕн шкулти ачасем те унта хутшăнма тивĕç пулчĕç. 8Л класра вĕренекен Леонтьева Дарья Ι вырăн çĕнсе илчĕ (вĕрентекенĕ: Тихонова А.В.), 7Ю класра вĕренекен Смелов Алексей ΙV вырăна тухрĕ (вĕрентекенĕ: Родионова Л.А.). Смелов Алексей «Хĕвел тух» юрра юрлани, П.Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввине каласа пани тата унăн чăваш тумĕ пурне те килĕшрĕ. Телевиденирен килнĕ журналист унран интервью та илчĕ. Çак конкурс ачасемшĕн йывăр пулчĕ пулин те, вĕсем хăраса ÿкмерĕç, лайăх кăтартусемшĕн  савăнчĕç, унта татах хутшăнма кăмăл турĕç.

                                                                          Родионова Л.А.



23 апреля 2012
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter