Çĕнтерÿсем Чăваш Ен сумне çĕклеççĕ
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер кăçалхи ака уйăхĕн 6-9-мĕшĕсенче Румынири Бухарест хулинче самбо енĕпе çамрăксен хушшинче иртнĕ Европа турнирĕн çĕнтерÿçисемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă
Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнче кĕрешсе республикăри Олимп резервĕсен ачасемпе çамрăксен ятарлă самбо спорт шкулĕн воспитанникĕсем Александр Федоров, Артем Щербаков тата Максим Иванов пысăк ăсталăх кăтартнă, хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтерсе ылтăн медале тивĕçнĕ.
Виçĕ ентеш те тĕнче шайĕнчи ăмăртăва пуçласа хутшăннă, ку - вĕсен сумлă турнирти пĕрремĕш çитĕнĕвĕ.
Патшалăх политики çамрăксенче сывă пурнăç йĕркине, кăмăл çирĕплĕхне, çĕнтерÿ туртăмне аталантарассине ăнăçлă тытса пырать. «Эсир пархатарлă ĕçĕрпе, тăрăшулăхăрпа ылтăн медаль çĕнсе илтĕр. Хăвăр çĕнтерĕвĕрпе Чăваш Республикин сумне çĕклерĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Раççейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕ Евгений Селиванов çак çĕнтерÿ пĕлтерĕшĕ тăван республикăшăн та, Раççейшĕн те пысăккине палăртнă: «Эпир ентешсем мала тухасса шансах тăтăмăр, пăшăрхантăмăр, вĕсем шанăçа тÿрре кăларчĕç. Çамрăк спортсменсене çамрăк тренерсем ÿсĕм патне илсе пыни уйрăмах кăмăллă». Селиванов çавăн пекех самбо енĕпе Раççейĕн кăçалхи ăмăртăвĕнче Эдера Лаврентьева мала тухма пултарнине асăннă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ самбо енĕпе Европа тупăшăвĕнче спортсменсене пысăк ÿсĕм тума ăнăçлă хатĕрленĕшĕн Максим Ивановпа Александр Федоров тренерĕсене Геннадий Ильинпа Дмитрий Осипова Тав тунă. Çĕнтерÿçĕсене тата вĕсен ăсталăхне ÿстерме пулăшакансене парнепе чысланă.
А.СТЕПНОВ