Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

                                                      Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе – наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхне сăнарлакан аслă та сайра тĕл пулакан паха тупра. Вăл хутшăнупа воспитани хатĕрĕ çеç мар, çут тĕнче илемлĕхне тата унăн тĕрлĕ енлĕхне туллин палăртма май паракан япала та. Ăна пула чăваш халăхĕн сайра йышши хăйне евĕрлĕхĕ аваллăхран пуçласа паянхи кунччен тивĕçлипе сыхланса упранать. Тăван чĕлхе вăл пирĕншĕн – никамран та хаклă аннемĕрĕн асран кайми сăпка юррийĕ, çут тĕнчене пĕлме-курма пуçланă май хамăр каланă пĕрремĕш сăмахсем. Ăслă Вĕрентекенĕмĕр тата Çул пуçăмăр Иван Яковлевич Яковлев пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пĕлÿлĕх сăпки пулса тăнă пĕрремĕш чăваш шкулне уçнă, тăван сăмах паянхи шкулсенчи вĕренÿ класĕсенче, аслă шкулсен аудиторийĕсенче, кĕнеке-хаçат страницисенче, театр сцени çинче тата телевиденипе радио эфирĕнче тивĕçлипе янăратăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Паян Чăваш чĕлхин уявне тăван халăхăн авалхи йăли-йĕркине тата ăс-пурлăх пуянлăхне ăруран-ăрăва куçарса пыракан, чăваш чĕлхине сыхласа упрамалли майсем палăртакан Раççей Федерацийĕн чылай регионĕнче тата ытти çĕр-шывра та анлăн паллă тăваççĕ. Хăй чĕлхине хисеплекен халăх ытти халăх чĕлхисене те сума сума пултарасси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Пирĕн республика тĕрлĕ наци çыннишĕн тăван кил шутланать, тĕллевлĕн тытса пыракан патшалăх политики вара халăхсен культурисене пĕр-пĕрин çине ырă витĕм кÿме пулăшать. Чăваш чĕлхин кунĕ пархатарлă туслăха тата тĕрлĕ халăх ăс-пурлăхне чыслакан савăнăçлă уяв пулса тăчĕ! Сире çирĕп сывлăх, пултаруллă ĕçре çитĕнÿсем, ырлăх, телей тата юрату сунатăп!

Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                                    М.Игнатьев.



24 апреля 2012
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter