«Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем

Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне ĕç комитетчĕ «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене çирĕплетрĕ.

Конкурс нарăсăн 2-мĕшĕнче чăваш чĕлхине вĕренекен шкулсенче иртнĕччĕ. Вăл  чĕлхе пĕлĕвĕпе  интересленекен шкул ачисен пултарулăхне уçса пама пулăшать, чĕлхе ăслăлăхĕ патнелле туртăнма хистет.

Пĕтĕмпе вăййа 20563  вĕренекен хутшăнчĕ: Чăваш Республикинчен –19514, Тутарстанран – 563, Пушкăртстанран – 379, Самара тăрăхĕнчен  - 74, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен  - 33 вĕренекен. Конкурсăн ĕç комитетчĕ пĕтĕмпе 112 çĕнтерÿçĕ палăртĕ.

 Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви

Тĕплĕнрех



24 апреля 2012
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter