Етěрне районě: Чăваш чĕлхи эрнинче ачасен ăс-хакăл пуянлăхне, наци сĕмлĕхне аталантарас тесе - пултаруллă çынсемпе тěл пулусем иртеççě

Ачасен кăмăл-сипетне, ăс-хакăл пуянлăхне, наци сĕмлĕхне аталантарасси питĕ çивĕч тăрать. Этемĕн çак енĕсене ачаранах аталантармасан унран тăван çĕр-шыва чунтан-чĕререн парăннă чăн-чăн этем пулаймĕ.

Тěрлě çěре тухса çÿрени, тěрлě ěç-пулăмсем ирттерни, чăвашсен паллă çыннисемпе тěл пулусем йěркелени, тăван халăх йăли-йěркине ăша хывни ачасен наци сěмне вăйлатать.

Пирěн шкулта пултаруллă çынсемпе тěл пулусем йěркелесе ачасене явăçтарасси йăлана кěчě. Çулсерен   шкулта ятарласа Чăваш чĕлхипе литературин уявне ирттерме тытăнтăмăр. Кăçал ку уява Чăваш чĕлхин кунне халалларăмăр. Палăртнă кун чăваш тĕррри-эрешĕпе илемлетнĕ зала лăк тулли халăх пуçтарăнчĕ. Пирěн пата хăнана Чăваш Республикинчи профессилле писательсем Арсений Тарасов; Василий Кервен; «Самант» журналăн шеф-редакторĕ Владимир Васильевич Степанов, Николай Львович Сапожников – районти этем тата çут çанталăк центрěн ертÿçи, хамăр тăрăхри çыравçă; Валерий Муравьев тавра пěлÿçě килсе çитрěç. Вěсем хăйсен ěçě-хěлěпе, чăваш литературин ХХ1 ěмěрěн пěрремěш вунă çуллăхри аталанăвěпе паллаштарчěç, ачасенче чăвашлăх туйăмне çěнěрен вăй илсе аталанма пулăшрěç. Хăнасене вара шкулти «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Надежда Серебрякова), Пĕрçырлан культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» пултарулăх ушкăнĕ, «Сăр ен» халăх ансамблĕ (илемлĕх ертÿçи Иван Любимов)  чăваш юррисемпе тыткăнларĕ. Тăван чĕлхене халалланă сăвă ярăмĕсем те, такмаксем те, чăваш ташшисем те пуянлатрĕç уяв программине. «Вĕçкĕн Ваççа» сăвă тăрăх йĕркеленĕ сценка тăван чĕлхене манма юраманни çинчен татах та аса илтерчĕ.

Уяв программинче Валерий Муравьевăн «Çылăхлă арçын» çĕнĕ кĕнекине те хакларĕç. «Ку кĕнеке вăрçă хыççăнхи ял пурнăçне сăнласа парать. Тен, пурăна киле çак ултă кĕнекеллĕ роман Н.Мраньккан «Ĕмĕр саки сарлака» романĕ шайне те çитĕ»,- тесе палăртрĕ «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторĕ Арсений Алексеевич Тарасов. Çыравçăна малалла та халăх юратса вулакан произведенисем çырма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Чăваш чĕлхине халалланă уява «Сăр ен» ансамблĕн гимнĕпе вĕçлерĕç. Çак уяв саманчĕсене асăнмалăх хăварма пурте пĕрле  сăн ÿкерттерчĕç.

Тĕплĕнрех



24 апреля 2012
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter