Улатăрта шыв чакать

Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республика территорийĕнчи шыв-шур тĕлĕшĕнчи лару-тăру тата 2012 çулхи пушар тухас хăрушлăх пысăк çуркуннехи-çуллахи тапхăра хатĕрленни çинчен ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов пĕлтернĕ. «Улатăрта шыв чакма пуçланă. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне Сăр юхан шывĕнче шыв шайĕ 14 сантиметр чакнă, 720 сантиметр пулнă, çакă инкек кÿме пултаракан паллăран 10 сантиметр аяларах», - тенĕ О.Павлов.

Аса илтеретпĕр: ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Улатăрта Сăр тата Улатăр юхан шывĕсенче çурхи шыв шайĕ хăпарнипе чрезвычайлă лару-тăру режимĕ кĕртнĕ. Хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе ялан ĕçлекен 3 пост дежурствине йĕркеленĕ, шыв илнĕ çуртсенче пурăнакансене илсе çÿреме 36 кимĕпе усă кураççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Улатăрта пулни, ĕçсемпе паллашни çинчен пĕлтернĕ, шыв-шур кăларса тăратнă чăрмавсене çĕнтерме хутшăннă службăсене тав тунă. Михаил Игнатьев Улатăрта пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Пушар тухас хăрушлăх пысăк çуркуннехи-çуллахи тапхăра хатĕрленесси - уйрăм тема. Пушар хуралĕн 216 единица техники тата 2495 çын пушар тухасран сыхланассине, пушар сÿнтерессине тивĕçтереççĕ. Подразделенисен пушар сÿнтермелли тата ытти енĕпе пулăшмалли 494 единица техника пур. Тивĕçлĕ службăсем вăрмансенчи пушарсемпе кĕрешме хатĕр.

Республикăн культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова Чăваш Енпе Пушкăртстанăн Культура кунĕсене хатĕрленни çинчен каласа кăтартнă. Мероприятисем 2012 çулхи çу уйăхĕн 31 - çĕртмен 2-мĕшĕсенче Ĕпхÿ, Стерлитамак хулисенче тата Авăркас, Пелепей, Пишпÿлек, Кармаскала районĕсенче иртеççĕ. Культура программине К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн спектаклĕсене, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн Ф.Васильев лартнă «Сарпике» балетне тата ыттине кĕртнĕ. М.В.Нестеров ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх ÿнер музейĕнче Культура кунĕсем ирттернĕ вăхăтра чăваш сăнарлă искусствин ăстисен ĕçĕсен куравне йĕркелĕç.

Культура кунĕсем чăваш наци уявĕпе Акатуйпа вĕçленеççĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн тăван тăрăхĕнче Пелепей районĕнче иртет.

Канашлура çавăн пекех «Раççей ухмахсемсĕр» проекта пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăн туса хурасси çинчен пĕлтернĕ. Проектăн республикăри координаторĕ - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Николай Николаев.

Çак проект - федерацин официаллă интернет-сервисĕ. Ăна çулталăк пуçламăшĕнче «Пысăк Правительство» проекта пурнăçласа туса хунă, çĕр-шыв Президенчĕ Дмитрий Медведев ырланă. Вăл пулăшнипе граждансемпе влаç хушшинчи çыхăнăва йĕркелеççĕ. Кăмăл тăвакан кашни çын усăсăр, ăссăрла, логикăна хирĕçлекен саккунсем çинчен хăйĕн шухăшне пĕлтерме пултарать.

Ертÿçĕсен министерствăсемпе ведомствăсен ĕçне пырса тивекен объективлă асăрхаттарусене асăрхамасăр ирттермелле мар, çавăн пекех вĕсене Чăваш Енре çак проекта пурнăçлассипе ĕçлекен ушкăн ирттерекен мероприятисене хутшăнма сĕннĕ.

Проекта пурнăçлама хутшăнас кăмăллă общество организацийĕсен представителĕсенчен заявкăсене 2012 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен ЧР Общество палатинче çак адреспа йышăнаççĕ /428004, Шупашкар хули, Республика тÿремĕ, 2-мĕш çурт, e-mail: opchr@cap.ru/.

 

А.ЛЬВОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
24 апреля 2012
12:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter