Çĕмĕрле районĕ: Тăван чĕлхе – таса çăлкуçĕ

Тĕнчери кашни халáхáн хайĕн тáван чéлхи пур. Пирĕн тáван чéлхе – чáваш чĕлхи. Çак чĕлхе пур чухне чáваш халáхĕ те пур. «Чĕлхе пĕтсен, халáх пĕтет.», - тенĕ И.Я.Яковлев.

Самана улшáнса çĕнелчĕ. Чáваш чĕлхи  те халáхпа пĕрле хáйĕн чапне ỷстерчĕ. Чáваш каччи çáлтарсемпе калаçрĕ. Петер Хусанкай «Эп – чáваш ачи» сáвá çырса савáнтарчĕ.

Çак сáвáран пуçланчĕ та ака уйáхĕн 25- мĕшĕнче Анат Кáмаша ял вулавáшéнче «Тáван чĕлхе – таса çáлкуçĕ» сáвá вулакансен конкурсĕ. Конкурса Анат Кáмаша шкулĕн пуçламáш класéсенче вéренекенсем хутшáнчéç. Архипов Андриян «Асли çук çáкáртан» (В.Давыдов -Анатри) тата Якимова Анастасия «Эп чáваш ачи» (П.Хусанкай) сáвáсене каласа парса пéрремéш вырáна пайларĕç. Иккĕмĕш вырáна Никитин Денис Çеçпĕл Мишшин сáввине вуласа йышанчĕ. Морозова Кристина хáйĕн уçá сассипе Петéр Хусанкайáн «Эпир пулнá, пур, пулатпар» сáввине каласа катартса виççĕмéш вырана тухрĕ. Мала тухнисем грамотáна тивĕçрĕç.  



25 апреля 2012
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter