Шăмăршă районĕ: хире чĕнет чĕре

Çĕр ĕçченĕ чунпа хире васкать те, анчах кăçал çуркунне питех васкамарĕ. Çавна май кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсем каярах пуçланасси куç кĕретех.

– Эпир ĕççине йăлтах хатĕр темелле, – терĕ «Мир» ЗАО ертÿçи З.Афиятуллов.– Механизаторсем çĕр ĕлкĕрессе çеç кĕтеççĕ.

Хуçалăхра çурхи ака-суха ĕçĕсен калăпăшне пĕчĕк теме çук. Зефер Халиуллович каланă тăрăх, акăнакан çĕрсен лаптăкĕ 2300 гектар. Кĕр тыррисене 850 гектар акса хăварнă. Калчасем начар мар хĕл каçнă темелле. Çуркунне вара 500 гектар урпа, 50 гектар хура тул, çакăн чухлех сĕлĕ акса хăвармалла. Ытти лаптăксене тулă йышăнĕ. Кукуруза та пулать палтиелсен. Выльăх апачĕлĕх культурăна 50 гектар акса хăварма палăртнă.

Çур аки нÿрĕк тытнинчен пуçланать. Çак ĕçе 1200 гектар çинче пурнăçламалла, акма 1450 гектар çĕр хатĕрлемелле. Кĕр калчисемпе нумай çул ÿсекен курăксене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. Вăрлăхсене те имçамласа çеç акма палăртнă – çакă тухăçа ÿстерме пулăшĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе чăрмавсем пулмалла мар.

Хуçалăхра техника çителĕклĕ. Тракторсемпе кăкарса ĕçлемелли агрегатсене тĕплĕн юсанă, «хурçă утсене» техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Механизаторсем те çителĕклĕ, вĕсенчен кашниех хăш участокра ĕçлессине малтанах пĕлсе тăрать. Нÿрĕк тытнă çĕрте Владимир Актемовпа Зельфинур Фахрутдинов тăрăшĕç.

Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Рафик Фахуртдинов тата Зефер Качуров ĕçлĕç. Кăçал туяннă К-701 трактора хире Анатолий Матвеев илсе тухĕ, культиваци тăвĕ. Акакан агрегатсене те опытлă механизаторсемпе сеяльщиксене шанса параççĕ. Вăрлăх турттаракан автомашинăсем те иккĕ пулаççĕ. Акнă лаптăксене Гатиеулла Хафизов тата Мексум Невметов катоксемпе пусăрăнтарса пырĕç.

– Çур акине вăраха ямасăр вĕçлеме пур майсем те çителĕклĕ, – пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне хуçалăх ертÿçи З.Афиятуллов. – Кирлех пулсан, ĕçсене икĕ сменăпа йĕркелетпĕр. Иртнĕ çул çĕртме сухи туса хăварни те ĕçсене хăвăртлатма, тăкаксене чакарма пулăшать.



25 апреля 2012
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter