Елчĕк районĕ: тăван челхене упрар

Тăван чĕлхе – наци культурин управçи, этемлĕхĕн нумай тĕрлĕ культура пуянлăхне сăнарлакан аслă та сайра тĕл пулакан паха тупра. Вăл çут тĕнче илемлĕхне тата унăн тĕрлĕ енлĕхне туллин палăртма май паракан япала. Тăван чĕлхе вăл пирĕншĕн – никамран та хаклă аннемĕрĕн асран кайми сăпка юррийĕ, çут тĕнчене пĕлме – курма пуçланă май хамăр каланă пĕрремĕш сăмахсем. Çакна шута илсе паянхи кун кашни шкулта тата вулав çурчĕсенче тĕрлĕрен уяв кунĕсем пулса иртеççĕ. Уяв куне хатĕрленсе Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вулав çуртĕнче кĕнеке выставки хатĕрленĕ «Тăван чĕлхе пуринчен те хаклăраххи, çывăххи». Çак кĕнеке тăрăх калаçу йĕркеленĕ. Тăван халăхăн авалхи йăли – йĕркине тата ăс – пурлăх пуянлăхне ăруран – ăрăва куçарса пыракан, чăваш чĕлхине сыхласа упрамалли çинчен канашларĕç.

 

Пирĕн чăваш чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç те илемлĕ. Тăван чĕлхепе шăрантарнă сăвă – юрă та чун – чĕрене çывăх. Хамăр тăван чĕлхемĕре юратар тата упрар, чăн чăвашла калаçса чăн чăвашла пурăнар.



25 апреля 2012
16:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter