Патăрьел районĕ: ытарайми чăваш чĕлхи

Халăхăн ăс-тăнĕпе унăн мĕн пур

тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать.

 Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлỹ çук.

 И. Я. Яковлев

 Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 1848 çулта Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл.

 Çуркунне çуралнăскер, хăйĕн тăван халăхне те хĕвеллĕ çуркунне парнеленĕ: çĕнĕ çырулăх йĕркеленĕ, Чĕмпĕрте шкул уçса чăвашсене çутталла туртнă. И.Я.Яковлев тăрăшнипе Атăл тăрăхĕнче 400 шкул уçнă, чăваш халăхне алăран букварь тыттарса çутта кăларнă, чăваш алфавитне туса хатĕрленĕ.

 Шăпах 10 çул каялла, 1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă ИĕЯĕЯковлев çуралнă кун - ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин кунне туса хурасси çинчен йышăну кăларнă.

 Тăван чăваш чĕлхипе усă курса эпир хамăр ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр. Халăхăн культурăпа творчество аталанăвĕ те тăван чĕлхепе çыхăннă.

 Патăрьелĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем те чăваш «Улăпне» тата чăваш чĕлхи кунне халалласа фойере тата вулав залĕнче кĕнеке-журналсен выставкине йĕркеленĕ. Выставкăра И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, чăваш чĕлхи мĕнле аталанни çинчен çырнине вулама пулать. Çавăн пекех, чăваш писателĕсемпе поэчĕсем тăван чăваш чĕлхине тата И.Я.Яковлева сума суса çырнă сăвăсен пуххисем нумай.

 Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр. И.Я.Яковлев çул уçса панă чăваш чĕлхи те яланах янраса тăтăр!

 Савар, мухтар чĕлхемĕре,

 Ăна усрар чыс-хисепре.

 Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,

 Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.

 Упрар тăван чĕлхемĕре,

 Чун-чĕрери хĕлхемĕре.

 Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,

 Çĕршыв ятне çÿле çĕкленĕ.

 Çакăн пек çырнă чăваш халăх писателĕ, пирĕн ентеш, В.Давыдов-Анатри.



25 апреля 2012
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter