Елчĕк районĕ: ирĕклĕн янăра, тăван чĕлхемĕр!

Тăван чĕлхе тĕнче илемне, кашни халăх культурин хăйне евĕрлĕхне çутатса парать, ытти чĕлхене вĕренмелли кĕпер пулса тăрать, наци ăс- хакăлĕпе шухăш-кăмăлне упрама пулăшать. Кăçал чăваш халăхне çутта кăларнă аслă Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 164 çул çитрĕ. Чăваш кунне уявлас тĕллевпе Елчĕкри тĕп библиотекăра «Чăваш чĕлхи ту пек тулли арча» ятпа краеведени сехечĕ иртрĕ. Кунта вулакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсем «Чăваш чĕлхи ăс-тăн чечекĕ» кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Краеведени уйрăмĕн ертÿçи Л. Иванова пухăннисене Наставник тата Вĕрентекенĕмĕр  Иван Яковлевич Яковлев кун – çулĕпе паллаштарчĕ. Вăл пĕтĕм чăваш этносĕшĕн сĕпка пулса тăнине, Яковлева пула паян тăван сăмах вĕренÿ класĕсенче, аслă шкулсенчи аудиторисенче, театрсенче, телерадиоэфирта янăранине, чăвашла кăнекесемпе хаçатсем, журналсем  пичетленнине çирĕплетрĕ. Вулакансем те хăйсен сăмахĕсене каларĕç. В.Борисова пенсионерка «Тăван чĕлхе мĕнле çепĕç, таса, янравлă та илемлĕ»,- тесе çирĕплетрĕ.



25 апреля 2012
16:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter