Вăрмар районĕ: тирпейлĕх ыйтăвĕ малта

Вăрмар поселокĕнче, яллă вырăнсенче, предприятисемпе организацисен, учрежденисен территорисене санитарипе экологи тасалăхĕ, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин 2012 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче 35-мĕш номерлĕ йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи апрелĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен санитарипе экологи уйăхлăхĕ ирттермелле. Çавна май ятарлă комисси туса хунă. Кунта ял, хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, уйрăм çын предпринимательсен хăйсен таврари вырăнсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессине йĕркелемелле. Асăннă йышăнура «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар яваплă обществăн экологипе санитари уйăхлăхне активлă хутшăнса çÿп-çапа тата ытти ăпăр-тапăра тиесе ăсатас ĕçе пурнăçламаллине палăртнă.



25 апреля 2012
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter