Шупашкар районĕ: ăшшăн та тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç

Чаваш Республикинчи Шупашкар районĕн ачасене хушма пĕлÿ паракан «Кÿкеçри ача-пăча ÿнер шкулĕ» муниципаллă бюджет веренÿ учрежденийĕ ака уйахĕн 20 – мĕшĕнче ООО ФПХ «Паха тĕрĕ» музейне çитрĕ. Çак тĕл пулăва чăваш чĕлхи кунне халалланă. Питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç вĕсене. Малтан чăваш тĕррисен тата тумтирĕсен куравĕпе паллашрĕç ачасем. Вĕсем тĕрлĕ чăваш тĕррисене курса тĕлĕнчĕç. Кайран вара «Паха тĕрĕ» ĕçченĕсем валли вĕренекенсем пĕчĕк концерт лартрĕç. «Солнышко» ташă ушкăнĕ куракансене вырăс тата гавай ташши парнелерĕ. Даша Белковапа Аня Окликова «Сантали» (сăвви Н. Силпин, кĕвви А.Печниковăн) тата «Шурă кăвакарчăн» (сăвви те, кĕвви те Э.Табаевăн) юрăсем шăрантарчĕç. Бедункевич Егор икĕ вырăс юрри балалайка çинче, Купринов Павелпа Евсеев Володя вара баян çинче выляса пачĕç. «Теремок» ансамбль белорус юррипе куракансене хавхаллантарчĕ. Синтезатор çинче Ильдеркина Марияпа Свинцова Даша вылярĕç. Пĕчĕк концерт пурне те кăмăла кайре. Куракансем концерта тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ачасем «Паха тĕрĕ» ĕçченĕсемпе тепре тĕл пуласса шантарчĕç.



25 апреля 2012
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter