„Яковлев вулавĕсем” иртеççĕ

Аслă вĕрентекенĕмĕре И.Я. Яковлева халалласа Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культурин автономийĕ „Яковлев вулавĕсем” ятпа пĕрремĕш конференци ирттерчĕ. Конференци Ульяновск хулинчи И.Я. Яковлев музей-комплексĕнче иртрĕ. Унта çĕр ытла çын хутшăнчĕ, тĕрлĕ регионсенчен делегацисем килсе çитрĕç.

Мероприятие Чăваш Республикинчен те сумлă делегаци хутшăнчĕ: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Чăваш наци конгресĕн  ĕçченĕсем, И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, И.Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн специалисчĕсем.

Конференцие пухăннисем И.Яковлев халалĕсем çичен, вĕсен паянхи вĕренÿ системинчи вырăнĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн вĕренÿ традицийĕсем, аслă шкулсенче И.Яковлев палăртнă шухăшсене тимлесе тăни тата ытти вуншар темăпа калаçрĕç. И.Я.Яковлева хисеплесе палăк умне чечексем хучĕç, чиркÿре чăвашла асăну иртрĕ. Мероприяти тухăçлă пулчĕ, малалла та çак конференцие ирттермеллине палăртрĕç пухăннисем.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви



25 апреля 2012
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter