И.Я.Яковлева сума суса

Чăвашсене çутта кăларнă, чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе янă И.Я.Яковлев чăвашлăхра акса хăварнă вĕренỹ вăрлăхĕ паянхи кунчченех ỹссе, тĕрекленсе, паркаланса пырать. Чăннипех те, И.Я.Яковлев пĕтĕм ĕмĕрне, ăс-хакăлне халăха çутта кăларассипе çыхăнтарнă. Вăл тăван халăха ырă сунса мĕн халалланине пĕлменни халĕ çук та пулĕ. Кирек епле ĕçре те, уйрăмах шкул ĕçĕнче, эпир ун халалĕсене пурнăçа кĕртес тесе вăй хуратпăр. И.Я.Яковлев вĕрентнине çамрăксен патне çитересси, чун-чĕрине вырнаçтарасси, вĕсене тĕслĕх парса пырасси - пирĕн сăваплă тивĕç. Паян вара çакна çирĕппĕн калама пулать: "И.Я.Яковлев çутатнă çутă аталансах, сарăлсах пырать".

Юлашки вăхăтра халăхăн иксĕлми пуянлăхне - чĕлхине  упраса хăвармашкăн тата аталантармашкăн чылай çитĕнỹсем тунине палăртмалла. Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем, электрон хатĕрсем шкулсене çитрĕç. Вĕрентекенсем ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курма пуçларĕç. Кашни шкултах çак енĕпе нумай ĕçленине палăртмалла. Тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ: чăваш чĕлхи эрнисем, конференцисем, интереслĕ тĕл пулусем, яковлев вулавĕсем тата ытти те. И.Я.Яковлевăн пархатарлă пурнăçĕпе, ĕçĕсемпе ачасене паллаштараççĕ.

"Чăвашсен ырлăхĕсĕр, телейĕсĕр пуçне пурнăçра манăн урăх тĕллев пулман", тенĕ И.Я.Яковлев. Чăн та, тăван чĕлхе - ỹсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех. Çак асамлă çăраççипе ача вĕренỹре туллин усă курма пултартăр тесен, унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла.

И.Я.Яковлев, унăн халалĕ яланах пирĕн асра! Çитĕнекен ăрăва Яковлев хушнă пек воспитани парасси пирĕн тĕп тăллев.

Тĕплĕнрех 



25 апреля 2012
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter