Кашни ветераншăн тăрăшмалла

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе туса хунă комитет ларăвне ирттернĕ. Уяв мероприятийĕсем йĕркелес, ветерансене медицина енĕпе тивĕçтерес, вĕсен хваттерĕсене юсас, çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарса ÿстерес ыйтусене пăхса тухнă.

Чăваш Енре Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем тата инвалидсем 3 пин ытла, тыл ĕçченĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен, унтан таврăнсан вилнисен тăлăх арăмĕсем 35 пин, фашизм пусмăрне çул çитмесĕрех тÿснисем 109-ăн. “Пирĕн тĕллев - кашни ветераншăн тивĕçлипе тăрăшасси”, - тенĕ премьер.

Ветерансене медицина енĕпе тивĕçтерес ыйтусене ЧР Правительстви тĕрĕслесе тăрать. Поликлиникăсенче тата килте кашни çулах тухтăрсем пур енлĕн тĕрĕслеççĕ, социаллă пулăшу тата сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче “Уçă алăксен” вунă кунлăхĕсене ирттереççĕ, ветерансен уйрăмĕсен тата пÿлĕмĕсен пурлăхпа техника никĕсне лайăхлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнаççĕ. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен республикăн сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе вăрçă инваличĕсен диспансеризацине йĕркелеççĕ, вĕсене шăл протезĕсем хатĕрлеме тата юсама çăмăллăхсем параççĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов каланă тăрăх - республика тĕп хулинче кăçал ветерансен 58 хваттерне тÿлевсĕр юсаççĕ. Хулара волонтерсен отрячĕсене йĕркеленĕ, вĕсем ветерансене пулăшаççĕ.

Республика культура министрĕ Роза Лизакова культура учрежденийĕсенче халăха анлăн явăçтарса ирттерекен мероприятисем çинчен каласа кăтартнă. Вĕсене “Раççейĕн Çĕнтерÿ кунĕсем” ятпа пĕрлештернĕ. Çарпа патриотизм мероприятийĕсене, тĕпрен илсен, Чăваш наци музейĕн Çар мухтавĕн музейĕнче ирттерĕç. Унта Уçă алăксен кунĕсем, ветерансемпе тĕл пулусем, тематика экскурсийĕсем иртеççĕ. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче кунта “Аслă Çĕнтерÿ” курав иртет. Çав кунах Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче “Чăваш художникĕсем - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем” курав пулать. Унта вăрçа хутшăннисен картинисемпе паллашма пултарăпăр.

Республикăн театр-концерт учрежденийĕсенче çар тематикипе уяв концерчĕсем, спектаклĕсем йĕркелеме палăртнă. Çу уйăхĕн 7-17-мĕшĕсенче ветерансем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем валли Электрон тата кинодокументсен патшалăх архивĕнче “Тăван çĕр-шывăн паллă ывăлĕсем” ярăмпа 10 кун фильмсем кăтартаççĕ.

Çĕнтерÿ кунне уявланă вăхăтра Шупашкарта 500 ытла мероприяти ирттермелле. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче хулара пĕтĕм тĕнчери “Георгий хăйăвĕ” акци пуçланать. Çу уйăхĕн 1-9-мĕшĕсенче халăх пурăнакан вырăнсенче тата предприятисенче ветерансемпе савăнăçлă тĕл пулусем иртеççĕ. Çак уйăхăн 8-мĕшĕнче Б.Хмельницкий урамĕнче воинсен тăванла вил тăпри умне чечексем хурĕç. Çав каçхине “Çĕнтерÿ” мемориал комплексĕнче “Ас тăвăм çурти” акци пуçланать.

Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче республика тĕп хулинче тĕп уява - Çĕнтерÿ Парадне - ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă. Хĕрлĕ тÿремре çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 12 сехетре Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ утса иртĕ. Парадра çар çыннисемпе пĕрле çамрăк армеецсем, кадетсен шкулĕсенче вĕренекенсем утĕç. Парада 50 единица ытла техника хутшăнать.

Уявăн каçхи программи 18 сехетре пуçланать, уяв кунĕ 22 сехетре Çĕнтерÿ Салючĕпе вĕçленет.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта общество транспорчĕн ĕçĕ 24 сехетчен тăсăлать.

 В.ВАСИЛЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 апреля 2012
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter