Паян - Чăваш чĕлхин кунĕ чи лайăх 100 кĕнеке
Хисеплĕ вулавçăсем! Паян - Чăваш чĕлхин кунĕнче - «Хыпар» сирĕнпе çакăн пирки калаçу пуçарасшăн. Шухăшĕ вара Раççей Правительствин Председателĕн Владимир Путинăн «Раççей: наци ыйтăвĕ» статйипе паллашнă хыççăн çуралнăччĕ.
Владимир Владимирович акă мĕн çырнăччĕ: «...Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Америкăн хăш-пĕр университетĕнче Хĕвел анăç культурин канонĕсене вĕренес тĕлĕшпе юхăм йĕркеленĕ. Хăйне хисеплекен кашни студентăн ятарлă списокри çĕр кĕнекене вуламалла пулнă. АПШн хăш-пĕр университетĕнче çак йăла халĕ те сыхланса юлнă. Эпир вулакан наци пулнă. Айтăр-ха ыйтăм ирттерер те Раççей шкулĕнчен вĕренсе тухакан кашни ача вуламалли 100 кĕнеке списокне пухар...»
Асăннă сĕнÿ чăваш литературишĕн те вырăнлă-çке! Çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене, литературăна, культурăна, йăла-йĕркене хисеплеме, юратма пулăшакан, вĕсемпе çывăхланма май паракан лайăх мел-çке çакă.
Хăш авторăн мĕнле кĕнекине /е произведенине/ чуна хывни пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатпăр? Хамăр енчен çаксене сĕннĕ пулăттăмăр: аслă Вĕрентÿçĕн Иван Яковлевăн 1908 çулта пичетленнĕ «Чăваш халапĕсем» кĕнекине /унта Константин Ивановăн «Нарспи» поэми, Михаил Федоровăн «Арçури» баллади, Николай Шупуççыннин «Хитре Чĕкеç» поэми кĕнĕ/* Çеçпĕл Мишшин «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Çĕн кун аки», «Хурçă шанчăк», «Пуласси» сăввисене* Хветĕр Уярăн «Таната» романне* Алексей Талвирăн «Пăва çулĕ çинче» повеçне* Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романне* Никифор Мранькан «Ĕмĕр сакки сарлака» романне* Кузьма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» истори романне* Çемен Элкерĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмине* Петĕр Хусанкайăн «Тилли юррисем», «Аптраман тавраш» поэмисене* Ухсай Яккăвĕн «Кĕлпук мучи», «Ту урлă çул» поэмисене* Трубина Марфин «Ача чухнехи» повеçне...
Çак списока малалла тăсмалла. «Хыпар» тусĕсем - çыравçăсем, ăсчахсем, вĕрентÿçĕсем т. ыт. - çак ĕçе эсир те хутшăнма тивĕç. Çамрăк ăрăва тÿрĕ чунлă, пуян тавра курăмлă пулма пулăшакан хăш произведение сĕннĕ пулăттăр? Акцие çĕртмен 1-мĕшĕнче вĕçлетпĕр, ятарлă комисси /унăн йышĕпе çитес номерсенчен пĕринче паллаштарăпăр/ тишкернĕ-хакланă хыççăн «100 кĕнеке» списока ЧР вĕренÿ министерствине сĕнĕпĕр.