Çĕр-шыва хÿтĕлесси - сăваплă тивĕç!

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланчĕ, вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енри 18-27 çулсенчи 3000 каччă Хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăрĕ. Танлаштарма: пĕлтĕр кĕркунне пирĕн республикăри 1470, çуркунне вара 3219 яш салтак аттине тăхăннă. Хальхи призыв ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Çара кайма ят тухнă çамрăксем хăйсене еплерех тытаççĕ? Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансене мĕн кĕтет? Контракт мелне суйласа илекенсен мĕн пĕлмелле? Çак тата ытти ыйтăва хуравларĕ ЧР Çар комиссариачĕн призыв уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир ЛАМКОВ:

- Ытти чухнехи пекех, çурхи призыв вăхăтĕнче эпир аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерекенсене çара ăсатма тăрăшатпăр. Генеральнăй штаб хушăвĕпе килĕшÿллĕн 3000 çамрăкран 20 проценчĕн аслă пĕлÿллĕ пулмалла. Çакна шута илсе ЧР Çар комиссариачĕн ертÿлĕхĕ ака уйăхĕн пуçламăшĕнчен тытăнсах аслă шкулсен ректорĕсемпе тĕл пулусем ирттерет. Эпир вĕсемпе пĕрлехи стратеги - йĕкĕтсене вĕренсе пĕтерсенех Хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăратас енĕпе - хатĕрлетпĕр. Ректорсем пурте çак ыйту пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланаççĕ. Яшсенчен нумайăшĕ хăйсем те салтака кайма хирĕç мар. Медкомиссие килсен: «Эпĕ çĕртме уйăхĕн 10 /е 12,15.../-мĕшĕнче диплом ĕçне хÿтĕленĕ хыççăнах, çак документа парасса кĕтмесĕрех, çара кайма хатĕр. Унтан килсен вара ĕçе вырнаçăп», - текенсем пур. Паллах, тĕрĕс шухăшлаççĕ вĕсем, халь каймасан кĕрхи призыв вăхăтĕнче каллех чĕнтерме пуçлаççĕ-çке. Аслă пĕлÿллисене çĕртме вĕçĕнче - утă уйăхĕн пуçламăшĕнче хĕсмете ăсатăпăр, çавăнпа призывниксенчен ытларахăшĕ шăпах çавăн чухне тăван тăрăхпа çулталăклăха сыв пуллашĕ.

Пирĕн çавăн пекех 1200 специалиста /3000 çын нарядран/ çар ретне тăратмалла. Çак йыша водительсем /ВС категориллисем/, грейдеристсем, трактористсем, бульдозеристсем, фельдшерсем, медсестра ĕçне вĕреннисем кĕреççĕ.

Пĕлтĕрхи çĕнĕлĕх пирки те каласа хăварам: 11 класс пĕтерекенсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен отсрочка параççĕ - аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн. Ку çăмăллăх 2011 çулта Раççей Президенчĕ «Çар тивĕçĕ тата çар хĕсмечĕ çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăн вăйра тăрать. Маларах 18 çул тултарнисене аттестат парсанах салтака илсе каятчĕç, халĕ вара патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене йĕркеллех тытнисен отсрочкăпа усă курма ирĕк пур. Çапах та хăш-пĕр районти çамрăксем, тĕслĕхрен, Çĕмĕрле тата Вăрмар енчисем, аслă шкула вĕренме кĕмесĕрех, халех, салтак пăттине çиес кăмăлĕ пуррине палăртаççĕ. «Хĕсметрен таврăнсан пĕлĕве малалла ÿстерĕпĕр», - теççĕ вĕсем. ППЭ кăтартăвĕсем пĕр çулталăк вăйра тăраççĕ-çке. Ĕнерхи салтаксене хăш-пĕр çĕре вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсем те параççĕ.

Кăçалхи çурхи призывăн тепĕр уйрăмлăхĕ - кашни призывника, РФ Оборона министерствине пăхăнакан çарсене лекекенскере, ВТБ 24 банкăн карттипе тивĕçтерĕç /пĕлтĕр кĕркунне çакă сăнав шайĕнче иртнĕччĕ/. Мускаври пĕрлехи шутлав центрĕнчен салтака çак картта çине кашни уйăхра укçа куçарса парĕç. Кăçал нарăс уйăхĕнче Раççей Президенчĕ салтакăн уйăхри шалăвĕ 2 пин тенкĕпе танлашмалли пирки хушу кăларчĕ. Халĕ эпир çакнашкал карттăсем хатĕрлес енĕпе ĕçлетпĕр, вĕсене çамрăксене пуху /сбор/ пунктĕнче парăпăр.

- Призыв вăхăтĕнче питех те калаçтаракан тепĕр тема - çара каяссинчен пăрăнса юлас текенсем. «Таркăнсем» нумай-и, вĕсене мĕнлерех явап кĕтет?

- Пурне те «таркăнсен» /уклонист/ йышне кĕртме çук. Хăшне-пĕрне эпир шыраса тупса повестка параймастпăр: вĕсем регистрациленнĕ вырăнта пурăнмаççĕ, тăванĕсем те нимĕн те пĕлмеççĕ. Е çакскерсем урăх çĕре куçса кайнă. «Таркăн» вара - алă пуссах повестка илнĕ, анчах çар комиссариатне килмен çын. Çакăншăн уголовлă ĕç пуçараççĕ. Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Федераци Канашĕ Раççей Патшалăх Думине пуçарупа тухрĕ: Президент призыв пуçланни пирки указ кăларсан икĕ эрне хушшинче призывниксен пурин те /отсрочка çуккисен/ çар комиссариатне килмелле, пымасан тÿрех уголовлă ĕç пуçармалла. Халĕ çак сĕнĕве, саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннăскере, тишкереççĕ-пăхса тухаççĕ.

Çурхи призыв вăхăтĕнче эпир республикăри 520 яша повестка параймарăмăр, 73-шĕ ăна илнĕ пулин те медкомиссие килмерĕ. Пĕлтĕр кĕркунне 89 каччă призыв комиссине пыман, 12-шĕ çара ăсатмалли кун килмен. 2011 çулта ку енĕпе 38 уголовлă ĕç пуçарнă, кăçал - 10. Елчĕк районĕнчи 17 çамрăка уголовлă майпа явап тыттарнă, Шупашкар хулинче - 9, Патăрьелте - 3, Канашра - 2, Улатăрта, Вăрнарта, Комсомольскире, Муркашра, Çĕрпÿре, Етĕрнере, Çĕнĕ Шупашкарта, Кÿкеçре, Çĕмĕрлере - 1-ер. Вĕсенчен ытларахăшне 60-100 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттернĕ. Çак каччăсен çулталăкран пур пĕрех салтака кайма тивет. Ун чухне те тарса çÿреме тытăнсан çав йĕкĕт штраф тÿленипе çеç хăтăлаймĕ. Пĕлтĕр, калăпăр, 3 çынна колони-поселение ăсатнă.

- Салтаксен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе юлашки çулсенче чылай улшăну кĕртрĕç. Мĕншĕн-ха хăшĕсем çара каясшăн мар?

- Чăн та, хальхи салтаксем территорисене тасатмаççĕ, столовăйра та аппаланмаççĕ. Çак ĕçсене ятарласа килĕшÿ тунă çынсем пурнăçлаççĕ. Салтак кунĕпех е вĕренÿре, е физхатĕрленÿре. Вĕсене карас телефонĕпе усă курса çывăх çыннисемпе калаçма та ирĕк параççĕ. Чылай çĕрте апат хыççăнхи кану сехечĕ те пур. Çар чаçĕсен çумĕнче ашшĕ-амăшĕн комитечĕсене туса хунă, çавна май вĕсем ывăлĕ патне килсен командир ирĕк панипе казармăна, столовăйне кĕрсе пăхма, хĕсметри пурнăçпа çывăхрах паллашма, ăна кашни кунах тĕрĕслесе тăма та, пултараççĕ. Паянхи çар малтанхипе танлаштарсан чылай уçăрах. Йĕрке те ытларах. Унсăр пуçне офицерсен, контрактниксен ĕç укçине кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен чылай ÿстерчĕç, çакна пулах вĕсенчен çирĕпрех ыйтаççĕ. Çавăнпа та çартан хăрамалла мар. Хăшĕсем, шел те, телекурав пăхса, хаçат вуласа, пĕр-пĕр çын хĕсмет пирки япăххине каланине илтсе салтака каяссинчен тарса çÿреме пуçлаççĕ.

- Призывниксен шутне майĕпен чакарса пыма, хĕсметре контракт мелĕпе тăракансен йышне вара ÿстерме палăртаççĕ. Пирĕн республикăра çак меле кăмăллакан нумай-и?

- Пур, çапах та пысăк çар чаçĕсем вырнаçнă республикăрисем пекех нумай мар. Чăваш Енре, хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, 3997-мĕш чар чаçĕ /ШĔМ тытăмне кĕрет/ тата Улатăрта арсенал çеç пур. Пирĕн тăрăхри çынсем ытти çĕре кайма та хирĕç мар. Контрактниксен шалăвне ÿстернине маларах асăнтăм ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, рядовойăн, вăл хĕсметре пĕр-пĕр специальноçсăрах тăрать пулсан та, оклачĕ 23-27 пин тенкĕпе танлашать. Флот тытăмне, шыв ай кимми е ахаль карап çине лекнисен вăхăт иртнĕçемĕн шалăвĕ 80 пин тенкĕрен те иртет. Контракт мелне суйласа илнисен вунă çултан /салтакра 1 е 2 çул пулни те çак шутах кĕрет/ патшалăхран тÿлевсĕр çурт-йĕр е хваттер илме ирĕк пур. Авланманнисене иккĕн пурăнмалли пÿлĕмлĕ казармăсене вырнаçтараççĕ. Çак самантсене шута илсех контрактник пулас текен сахал мар.

- Кăçал çар училищисене миçе чăваш каччи вĕренме кайĕ?

- Кăçалхи наряд пысăк - 292 çын. Вĕсем тĕрлĕ хулари çар училищисене вĕренме кайĕç, унта ППЭ кăтартăвĕсене шута илеççĕ. Унсăр пуçне курсант пулас текенсен профсуйлав тата физхатĕрленÿ тĕрĕслевĕсем, медкомисси витĕр тухмалла.

- Владимир Владимирович, яшсене мĕн калас тата сунас килет сирĕн?

- Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси - кашни арçыннăн сăваплă тивĕçĕ. Çавăнпа та çартан хăрама кирлĕ мар, унта та сирĕн пекех çамрăксем вĕт. Хĕсметре пулнă тапхăрта каччă çĕнĕ юлташсем тупать, тĕнче курать. Унсăр пуçне кăмăл-туйăм енчен çирĕпленет, дисциплинăна хăнăхать, хăйне коллективра тытма вĕренет. Халĕ чылай учреждение салтакра пулнисене çеç ĕçе илме тăрăшаççĕ. Çурхи призывра çара кайма хатĕрленекенсене ăнăçу сунатăп.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 апреля 2012
14:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter