Канаш районĕ: «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» ятпа уяв иртрĕ

Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем,
Янăра эсĕ çут тĕнчере!
Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем,
Эсĕ ман пĕрре çеç, пĕрре!
Мĕн пултăр тăван чĕлхерен хакли, çепĕççи, унран пахи. Чăвашла эпир калаçатпăр, чăвашла юрлатпăр,   сăвăсем калатпăр. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, И.Я.Яковлев çуралнă кун – Чăваш чĕлхи кунĕ.   Çак сумлă куна халалласа Çĕнĕ Шелттемри «Е.Анисимов ячĕллĕ шкулта» «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» ятпа уяв иртрĕ. Савăнăçлă уявра куракансем Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕпе паллашрĕç, паллă чăваш çыравçисен сăввисем , чăваш халăх юррисем янăрарĕç.   Уйрăмах уява пухăннисем ача садне çÿрекен ачасен пултаруллăхĕпе кăмăллă юлчĕç. Пĕчĕкскерсем чăваш чĕлхи çинчен тăрăшса сăвăсем каларĕç,  «Илемлĕ, илемлĕ…» юрăпа вăййа тухса ташă ташларĕç, вăйă вылярĕç. И.Я.Яковлевăн «Кахалпа наян» тата «Кулачă» калавĕсем тăрăх сценка лартса пачĕç. Куракансем Кондратьев К.тата Чайников К. çамрăк артистсене хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç.
Савăнăçлă уяв  «Чăваш çĕрне килсе курсамăр» юрăпа вĕçленчĕ.



26 апреля 2012
13:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter