Етĕрнери 1-мĕш гимназире Чăваш чĕлхи эрни малалла пырать

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, И.Я.Яковлев çуралнă кун, 9б класра вĕренекенсем хăйсен вĕрентекенĕпе, В.Н.Тимофеевăпа, хула библиотекинче пулчĕç. Малтанах вĕсем «Чăваш халăхĕн Улăпĕ» куравпа паллашрĕç. Унтан Токарева И.Г., ача-пăча библиотекин пуçлăхĕ, ачасене Етĕрне тăрăхĕнче çуралнă паллă чĕлхеçĕсен пурнăçĕпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. В.К.Магницкий – пирĕн чаплă ентеш, паллă ăсчах, фольклорист, этнограф, çутĕç ĕçченĕ, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн нумай вăй хунă çырулăх ăсти. Унăн паллă ĕçĕсем: «Чувашские языческие имена», «Очерк юридического быта чуваш», «Материалы к объяснению старой чувашской веры» т. ыт. те. Вĕсем халĕ те чăваш халăх историне тĕпчес çĕрте наука тĕлĕшĕнчен хаклă. Н.И.Ашмарин – чĕлхеçĕ, тюрколог. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанатпăр. Вăл Етĕрнере çуралнă. Н.И.Ашмаринăн чи паллă ĕçĕ – 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки». I-II томĕсем 1910-1912-мĕш çулсенче пичетленнĕ. 17-мĕш томĕ вара – 1950-мĕш çулта. Çак словарь чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн палăк пулса тăчĕ. Электронлă презентацисемпе паллашнă хыççăн ачасем «Етĕрне çыннисем – чăваш халăхне çутта кăларакансем» викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Куравра тăратнă паллă чĕлхеçĕсен ĕçĕсене алла тытса пăхрĕç. Тен, çак вĕренекенсем хушшинче те пулас ученăйсем, тĕпчевçĕсем. Тĕл пулу питĕ интереслĕ иртрĕ. Гимназистсем библиотека ĕçченĕсене чунтанах тав турĕç



26 апреля 2012
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter