Чукун çулпа çыхăннă ыйтусене тишкернĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра хула çум пуйăсĕсемпе пассажирсем илсе çÿрес тата тавар турттарас, çавăн пекех “Раççей чукун çулĕсем” АУОн инвестици проекчĕсене пурнăçлас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Унта пуйăссем çÿретессин параметрĕсене оптимизацилессипе, хула çывăхĕнчи чукун çул транспорчĕпе пассажирсем тата багаж илсе çÿремелли тарифпа /вĕсене кăçалхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ÿстерме палăртаççĕ/ çыхăннă çивĕч темăсене сÿтсе явнă.

Раççей Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич канашлăва уçнă май çакна пĕлтернĕ: чукун çулсен географи вырнаçăвĕ тĕлĕшпе - вĕсем 14,5 пин километра тăсăлаççĕ - ФАО хăйне евĕр регион. Кунта хула çывăхĕнчи 12 компани ĕçлет, вĕсенчен чылайăшĕ тăкаклă. “Раççей чукун çулĕсем” АУО валли инфратытăм çухатăвĕсене саплаштарма 2012 çулта федераци бюджетĕнчен 25 млрд тенкĕ субсиди уйăрма палăртнă.

Раççей транспорт министрĕн Игорь Левитинăн шухăшĕпе - чукун çул транспорчĕпе каякан грузăн пысăк пайне ФАО регионĕсенче турттараççĕ. АУО президенчĕ Владимир Якунин палăртнă тăрăх - “Раççей чукун çулĕсен” хăвачĕ пысăк - ФАОра кăна 300 пин çын ĕçлет. 2011 çулта компани кунта 190 млн тонна груз турттарнă, кăçалхи пĕрремĕш кварталта - 47 млн.

Чăваш Енре пассажирсене турттаракан “Содружество” АУО та услам илеймест. Республика бюджетĕнчен ăна пассажирсем илсе çÿренĕшĕн тăкакланнин пĕр пайне саплаштармашкăн субсиди тÿлеççĕ. Кăçалхи бюджетра çак тĕллевпе 12 млн тенкĕ хывса хăварнă. Асăннă суммăна ÿстерес ыйтăва пăхса тухма палăртнă.

Пирĕн хутлăхра Чăваш Енпе Мордва Республикине çыхăнтаракан чукун çулăн “Красный Узел /Саранск/-Канаш-Шупашкар” участокне электрификацилес ыйтăва татса паман, çирĕплетнĕ контрактсене пурнăçласа вырăнта туса кăларнă продукцие илсе тухмашкăн вакунсемпе вăхăтра тивĕçтерес енĕпе те çитменлĕхсем пур.

 В.ИЛЬИНА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter