Ĕмĕрлĕх палăк

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Чăваш энциклопедийĕн тăватă томĕн презентацийĕ иртрĕ. Асăннă кăларăмăн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк: сăнарлăн ăна Чăваш Енĕн автобиографийĕ тени те вырăнлă. Вунă çула тăсăлнă ĕç хыçа юлчĕ.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР культура, вĕренÿ министрĕсем Роза Лизаковăпа Владимир Иванов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, энциклопеди статйисене хатĕрленĕ авторсем, тĕпчевçĕсем хутшăнчĕç.

Юрий Исаев презентацие ертсе пынă май Чăваш энциклопедине хатĕрлесе кăларас самантсем пирки чарăнса тăчĕ.

2001 çулта «Краткая чувашская энциклопедия» кун çути курнă. 2002 çулта Чăваш Ен Президенчĕ нумай томлă Чăваш энциклопедине хатĕрлесси пирки Указа алă пуснă. Тепĕр çулне унăн концепцийĕсене хатĕрлесе çитернĕ, каярах редакци канашĕпе редакци коллегине палăртнă, ĕçе пуçăннă.

Энциклопедин пĕрремĕш томĕ 2006 çулта пичетленнĕ, иккĕмĕшĕ - 2008, виççĕмĕшĕ - 2009, тăваттăмĕшĕ - 2011 çулсенче. Унта - 300 ытла авторăн 12 пин ытла статйи /7 пинĕшĕ ятарлă темăпа çыхăнни, ытти - уйрăм çын биографийĕпе/.

- Чăваш Ен пирки пĕлме тивĕçлĕ пĕлÿпе пуян кăларăм - Чăваш энциклопедийĕ - кун çути курни - республика пурнăçĕнчи чи пысăк пулăм. Шанатăп: ăна алла тытса вулакан йышлă пулĕ, килес ăрусем тивĕçлĕ хак парĕç, - терĕ Иван Моторин премьер.

Вăл наци культурине аталантарас, Чăваш энциклопедийĕн кăларăмне хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Çак чыса Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Чăваш энциклопедийĕн пай пуçлăхĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Иван Бойко, асăннă институтăн истори пайĕн пуçлăхĕ Юрий Гусаров, Чăваш кĕнеке издательствин техника-производство пайĕн пуçлăхĕ Людмила Егорова, асăннă издательствăн ÿнер редакторĕ Галина Самсонова тивĕçрĕç.

Федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Семенов та Чăваш энциклопедине хатĕрлесе кăларас ĕç вĕçленнĕ, вулавçăсем пуян содержаниллĕ кăларăмпа паллашма пултарнă ятпа саламларĕ.

Роза Лизакова министр шухăшĕпе - çак кун чăваш халăх историйĕнче юлмалли самант. Вăл презентацие хутшăннисене энциклопедин редколлегийĕ ячĕпе саламларĕ, çак ĕçре уйрăмах палăрнă çынсене - Чăваш кĕнеке издательствин корректорĕсене Наталия Орловăпа Надежда Вечеркинăна, штатра тăман фотохудожникне Михаил Костарева тата компьютер графикин художникне Наталия Орловăна - ЧР Культура министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ.

ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов Чăваш энциклопедийĕн кăларăмне Чăваш Ен, ун çыннисен ячĕпе çĕкленĕ палăкпа танлаштарчĕ.

Иван Бойко кăларăма хатĕрленĕ тапхăр пирки чарăнса тăчĕ. 17 отрасль редакцийĕ /пурĕ 300 ытла автор терĕмĕр/ ăнăçлăн ĕçленин çимĕçĕ - Чăваш энциклопедийĕ пуян содержаниллĕ «пиçсе» тухни. Кунта - тăван республика, чăваш халăхĕ пирки туллин вуласа пĕлме май пур. Çавăн пекех Чăваш Енри ытти наци çыннисем çинчен те манман, вĕсен культурипе йăли-йĕркине те çутатнă.

Флорăпа фауна, çут çанталăк объекчĕсем, ăслăлăхпа спорт çитĕнĕвĕсем, экономикăпа сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ ыйтăвĕсем те айккинче юлман.

Энциклопеди хатĕрлекенĕсем Чăваш Ен тулашĕнче çуралнă е пурăнакан, анчах та республика кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсемпе те паллаштарнă. Çак тата яваплă ытти ĕçе пурнăçлакансен ячĕпе ырă сăмах каларĕ те ĕнтĕ Иван Бойко.

Презентацие Тутар энциклопедийĕн институчĕн директорĕн çумĕ Гумер Сабирзянов хутшăнчĕ. Вăл 2007 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕш кунне аса илчĕ. Çав кун вĕсен институтĕнче Чăваш энциклопедийĕн 1-мĕш томĕн тата «Чуваши Татарстана» кĕнекен презентацийĕ иртнĕ-мĕн. «Пире çакăн пек мероприятисем кирлĕ, - терĕ Гумер Салихович. - Чăваш театрĕсен гастролĕсене те чăтăмсăр кĕтетпĕр. Эпир кÿршĕсем çеç мар, пĕр юнлă, пин-пин çул пĕр çулпа утнă. Çавăнпа сирĕн çитĕнĕвĕр пире те хавхалантарать, савăнтарать. Хамăр пирки çакна каламалла: çитес çул Тутар энциклопедийĕн вырăсла 6-мĕш томĕ пичетленсе тухĕ. Пурĕ çичĕ том пулмалла. Тăван чĕлхепе 3 том кăларнă. Малаллахи тĕллевсем - Тутар истори, культура энциклопедийĕсем...

Гумер Сабирзянов хăйĕн çак ĕмĕтне те пĕлтерчĕ: Атăлçи тата Урал хутлăхĕнче пурăнакансен пĕрлехи вăйĕпе çав тăрăха, унти халăхсен кун-çулне, культурине çутатакан 10-12 томлă энциклопеди хатĕрлес кăмăллă вăл.

Ку енĕпе вĕсен те, пирĕн те, ыттисен те опыт пур. Пуçарулăх, яваплăх çеç кирлĕ.

Пирĕннисем те малаллах ăнтăлĕç. Халĕ Чăваш энциклопедийĕн электрон версийĕпе ĕçлеççĕ, виçĕ томĕ хатĕр ĕнтĕ.

 Надежда СМИРНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 апреля 2012
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter