Çул çÿрев хакланать

Республика Пуçлăхĕ Мускавра пулнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ. Унта пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерчĕç.

Кун йĕркинчи пирвайхи ыйту мар пулин те - çул çÿрев хакĕпе çыхăннă тема кашнинех пырса тивнине кура вăл ларура тишкернисенчен чи пĕлтерĕшли теме юрать-тĕр. Ку ыйтупа ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова сăмах илчĕ. 11-мĕш çулхи тарифсене малалла упраса хăварсан транспорт предприятийĕсем тăкак тÿсĕç. Чăвашавтотрансшăн ку виçе 163 млн тенкĕпе танлашĕ, тĕп хулари троллейбус управленийĕшĕн - 31 млн тенкĕпе. Çавна май асăннă компанисем тарифсене пысăклатма ыйтнă. Хулари автобус маршручĕсем çинче билет хакне 16 тенкĕ тума сĕннĕ, троллейбусниксем 14 тенкĕ ыйтнă.

Тариф служби лару-тăрăва тĕплĕ тишкернĕ хыççăн çакăн пек виçесем патне çитнĕ: хулари автобуссемпе çул çÿреме 14 тенкĕ тÿлемелле пулать /ÿсĕм - 16,7%, ку виçе ахаль автобуссенче те, маршруткăсенче те пĕрешкел/, троллейбуспа - 12 тенкĕ /ÿсĕм 9% танлашать/. Хула çумĕнчи маршрутсем çинче çул çÿревĕн 1 километрĕшĕн 2,09 тенкĕ тÿлеттерĕç, хуласен хушшинчи çул çÿревшĕн - 2,18 тенкĕ /кунта ÿсĕм 16,7% çитнĕ/. Хулари транспортпа çÿремелли уйăхлăх билет хакĕ - 650 /пĕр йышши транспортпа/ тата 865 тенкĕ /икĕ йышши транспортпа/. Ку хаксем çу уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ.

Альбина Егорова танлаштармашкăн регионти ытти хулара та çул çÿрев хакланни çинчен пĕлтерчĕ: Саранск, Ĕпхÿ, Пенза, Киров... Хаксем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ виçепе тата тĕрлĕ вăхăтра ÿсеççĕ. Хăшĕсен - маларах, хăшĕсен - утă уйăхĕнчен. Чăн та, чи çывăх кÿршĕсем пирки сăмах пулмарĕ. Хусан, Чул хула, Чĕмпĕр - вĕсен те çаплах-ши?

Культура министрĕ Роза Лизакова 2012-2015 çулсенчи республикăра терроризмран тата экстремизмран сыхланмалли профилактикăн тĕллевлĕ программипе паллаштарчĕ. Çамрăксен 2012-2020 çулсенчи призывченхи хатĕрленĕвĕн тĕллевлĕ программи çинчен вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх - сывлăх хавшаккине пула диспансерта сăнаса тăракан 15-17 çулсенчи яшсем йышлă - 10 пин çынна яхăнах. Сăмах май, хĕрсем ку кăтартупа йĕкĕтсенчен ирттереççĕ иккен - вĕсен сывлăхĕ çирĕпрех. Министр спортăн çар-техника тĕсĕсемпе туслă çамрăксем сахаллине пăшăрханса палăртрĕ. Программа çак тата ытти çитменлĕхе сирме пулăшмашкăн тивĕç. Ăна пурнăçламалли çул-йĕр темиçе те - яш-кĕрĕме сывлăха çирĕплетмелли майсем туса парассинчен пуçласа шкулсенчи пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен предметне вĕрентмелли пÿлĕмсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтересси таранах.

Строймин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Янковский Чăваш Енри чи тирпейлĕ те хăтлă хула /ял/ тăрăхĕсене палăртас енĕпе 2011 çулта ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвне пĕлтерчĕ. Çĕнтерÿçĕсене ятран асăнни вырăнлă. 100 пин çын таран пурăнакан хула тăрăхĕсен хушшинче Етĕрне мала тухнă. 5 пин çынран ытларах пурăнакан тăрăхсен хушшинче Кÿкеç çĕнтернĕ. Йыш 3-5 пин çынпа танлашакан тăрăхсенчен Муркаша çитекенни пулман. Асăннă виçĕ номинацире 2-3-мĕш вырăнсене никама та паман. 3 пин çын таран пурăнакан тăрăхсен хушшинче вара призерсем виççĕн: малта - Вăрмар районĕнчи Чулкаçсем, 2-3-мĕш вырăнсене Комсомольскисем йышăннă - çав районти Чĕчкен тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕсем.

Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленчĕ кăна-ха, анчах коммуналлă хуçалăха çитес хĕле хатĕрлеме тытăнмалла. Михаил Янковский «вăхăт пур-ха» терĕ пулин те çитменлĕхсене те пытармарĕ. Калăпăр, Атăл леш енчи котельнăйсене çĕр кăмрăкĕпе вăхăтра тивĕçтересси пăшăрхантарать - пĕтĕмпе 3,2 пин тонна кăмрăк кирлĕ. Çивĕч ыйту - усă курнă энергоресурссемшĕн вăхăтра тÿлеменнипе капланнă парăмсем. Вĕсен пĕтĕмĕшле виçи самай пысăк - 2,3 млрд тенке яхăнах. Михаил Вячеславович чылай района асăнчĕ: Элĕк, Йĕпреç, Пăрачкав, Улатăр, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, ыттисем - парăмсене татас енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Строймин хăй енчен вĕсене хистеме шантарчĕ.

Правительство пуçлăхĕ тĕп хулари лару-тăрупа пайăррăн кăсăкланчĕ. Алексей Ладыков мэр çитес хĕле хатĕрленес енĕпе ĕçсем кал-кал пынине палăртрĕ. Хыçа юлнă хĕле йĕркеллĕ ирттернĕ: çынсенчен çăхавсем сахалрах пулнă, аварисен шучĕ те чакнă. Çапах парăмсен ыйтăвĕ Шупашкаршăн та ют мар. Çывăх вăхăтра ку ыйтупа канашлу ирттересшĕн. Иван Моторинăн тĕп хула кăçал çурт-йĕре хутса ăшăтассине ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчех вĕçлени пирки те ыйтусем пулчĕç. Мэр палăртнă тăрăх, чăнах та, ăшă парассине иртерех вĕçленипе кăмăлсăрланакан темиçе çын пулнă-мĕн, анчах пĕтĕмпех саккунлă тунă: тулти вăтам температура 8 градус урлă каçнă вĕт - çакна шута илнĕ. Тепĕр енчен, ăшăра та çурт-йĕре хутса ăшăтнă чух кăмăлсăрланакансем чылай ытларах пулаççĕ - кăçал вĕсем ÿпкелемĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, ку хула çыннисемшĕн курăмлă перекет пулĕ. Паллах, ăшă энергийĕпе тивĕçтерекен предприятисем тупăш çухатаççĕ - çавă çеç.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама уйăрнă укçа-тенке валеçес ыйтăва тишкернĕ май хăш-пĕр муниципалитет ертÿçине сăмах тиврĕ. Укçа самай пысăк. ЖКХна реформăлама пулăшакан фондран 192,5 млн тенкĕ килет, республика бюджетĕнчен 63 млн тенкĕ уйăраççĕ. Анчах темиçе район тивĕçлĕ документсене вăхăтра хатĕрлесе паман иккен, Муркаш районĕ вара ку ĕçе вуçех те хутшăнман. «Çавна май пилĕк муниципалитет çурт-йĕре юсамалли укçасăр юлĕ», - пăшăрханса палăртрĕ Михаил Янковский. Анчах влаçсен тăрлавсăрлăхĕшĕн халăх айăплă мар. Çавна май Иван Моторин асăннă районсемпе малалла ĕçлеме сĕнчĕ, çынсен интересĕсене шута илмеллине палăртрĕ. Пулăшма май тупаççех пуль.

Çĕнĕ урамсене электрификацилеме республика бюджечĕн укçине уйăрас ыйту та калаçтарчĕ. 2010 çулта тунă контрактсемпе килĕшÿллĕн кăçал сывлăшри электролинисем тума 50 млн тенкĕ уйăраççĕ - республикăри 101 ялта 115 километр лини тумалла. Хатĕр линисене сутăн илес тĕлĕшпе ĕç-пуç уксахлани палăрчĕ. Çийĕнчен пурлăх министрĕ Светлана Енилина электролинисем тăвассине нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес ĕçпе çыхăнтармалли пирки сăмах пуçарчĕ. Паллах, вырăнлă сĕнÿ. Çемьесене çĕр параççĕ, анчах çав лаптăксем патне электричество та пымасан - мĕн усси? Иван Моторин ĕçе çак самантсене шута илсе йĕркелемеллине палăртса хăварчĕ.

Кăçалхи 1-мĕш кварталти пурăнма кирлĕ укçа виçине палăртасси тавлаштармарĕ. Вăтам виçе - 5276 тенкĕ /иртнĕ çулăн юлашки кварталĕнчи виçепе танлаштарсан 0,6% кăна, 29 тенкĕ, хушăннă/. Ларура çитес çулсенче патшалăх пурлăхне приватизацилемелли прогноз планне çирĕплетрĕç, Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Çавăн пекех патшалăхăн республика пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ çут çанталăк заказникне туса хума йышăнчĕç. «Яблоновка» ятлăскер Шăмăршă районĕнчи Чукал тăрăхĕнче вырнаçнă, вăл çут çанталăкăн унти пуянлăхне упраса хăвармашкăн пулăшма тивĕç.

 

 Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 апреля 2012
10:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter