Ыран - Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ

1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕ­шĕ­­н­­­­че Аслă Канашăн йышăнăвĕ­­пе Чăваш Республикин патшалăх символĕсен положенийĕсене çирĕ­­плетнĕ.  

Çĕнĕ Гербпа Ялав çинчен Положенин малтанхи статйисенче тĕплĕ çырса кăтартнă. 1997 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн вĕсем официаллă вăя кĕнĕ. Çав вă­­хăтрах Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртнĕ.

Гербпа Ялав авторĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Элли Михайлович Юрьев.

Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ Чăваш Патшалăхĕн символĕ шутланать.

Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ - тăватă кĕтеслĕ пусма, унăн енĕсем 5:8 виçепе шайлашуллă, горизонтальпе икĕ пая пайланнă: çулти - сарă тĕслĕ, аялти - тĕксĕм хĕрлĕ /пурпур тĕслĕ/. Варринче герб эмблемисем - «Пурнăç йывăçĕ» /Чĕрĕлсе вăй илнин символĕ/ тата «Виçĕ хĕвел».

Чăваш Республикин Патшалăх гербĕ - Чăваш Рес­публикин патшалăх суверенитечĕн символĕ, унăн официаллă эмблеми.

Чăваш Республикин Патшалăх гербĕ - тĕксĕм хĕрлĕ «Пурнăç йывăçĕ» /Чĕрĕлсе вăй илнин символĕ/ эмблемăн ылтăн тĕслĕ, йĕри-тавра йăрăмланă геральдика щичĕ çинчи ÿкерчĕк. Геральдика щитне икĕ пая уйăрнă: аялти пайĕ Чăваш çĕр-шывне пĕлтерет. Щита Чăвашсен авалхи «Виçĕ хĕвел» эмблемипе тăрăланă.

Щита ылтăнпа илемлетнĕ тĕксĕм хĕрлĕ хăюпа çавăрса илнĕ. Хăю çине ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики - Чувашская Республика» тесе çырнă, хăю вĕçĕсенче хăмла ÿкерсе хунă. Геральдика щичĕн тĕпĕ Чăваш çĕрне пĕлтерет.



28 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter