Шăмăршă районĕ: вут-çулăмпа кĕрешекенсем

Шăмăршă районĕнчи 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче пурĕ 19 çын вăй хурать. Чаçра кашни талăкра 4 çын дежурствăна кĕрет (караул начальникĕ, пушарник, икĕ водитель). Караулсене Анатолий Низамов, Геннадий Ларионов, Александр Муляков тата Геннадий Измайлов пултаруллăн ертсе пыраççĕ. Вĕсем пурте ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Караул ĕçне тăватă сменăпа йĕркеленĕ. Дежурство талăкĕпех тăсăлать: караул ирхине 8 сехетре ĕçе пуçăнать, тепĕр ир вĕçлет. Вăл е ку ялта вут-çулăм алхасма пуçлани çинчен чаçе шăнкăравласа пĕлтерсенех караул пушар сÿнтерекен техникăпа кĕске вăхăтрах инкек тухнă вырăна тухса каять, пушарпа кĕрешме пуçлать. Пушар анлăн сарăлса пыни палăрсан, килĕсенчен запасри караула та чĕнсе илеççĕ. Вутпа кĕрешмелли техника çителĕклĕ. Чаç паркĕнче – пушарпа кĕрешмелли 5 автомашина. Çав шутра – КамАЗ, Урал, ГАЗ-66, икĕ ЗИЛ – 130 маркăллă транспорт хатĕрĕсем. Водительсем хăйсене çирĕплетнĕ автомашинăсене пăхса-тĕрĕслесех тăраççĕ, вĕсемпе талăкăн хуть-хăш сехетĕнче те, кирек мĕнле çанталăкра та шутлă минутсенчех инкек пуçланнă вырăна тухса кайма пулать. Техника паркĕнчи йĕркелĕхшĕн Юрий Эсливанов аслă водитель нумай тăрăшать. Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче пушар чаçĕн яланхи постне йĕркеленĕ. Унта пурĕ 6 çын вăй хурать. Поста çак служба йĕркеленнĕренпех – 2008 çултанпа Андрей Кузьмин, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕскер, профессилле ăсталăхпа ертсе пырать. Ку постра тăракансене ЗИЛ-130 автомашина çирĕплетсе панă. Пост ĕçченĕсем психоневрологи интернатне, Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсене пушартан сыхлас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Кирлĕ пулсан, пулăшу ыйтсан пушар сÿнтерекен автомашина ытти ялсене те тухса кайма пултарать. Кунсăр пуçне районта Палтиел ял поселенийĕн муниципаллă, «Восход» ял хуçалăх кооперативĕн ведомство пушар хуралĕсене йĕркеленĕ. Пушар тухас хăрушлăх пысăклансан, çурхи-çуллахи тапхăрта пушарпа химин 5 станцийĕ ĕçлеме пуçлать. (2-шĕ – «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕн, 3-шĕ – «Шăмăршă лесничестви» патшалăх учрежденийĕн). Шăмăршăри пушар чаçĕнче пысăк ĕç стажĕллĕ тата опытлă пушарниксем чылайăн вăй хураççĕ. Акă, Анатолий Низамовпа Геннадий Ларионов караул начальникĕсем, Иван Старшовпа Владимир Кузьмин водительсем пушар хуралĕнче 20 çул ытла ĕçлеççĕ. Владимир Григорьев водитель, Николай Федотовпа Алексей Кузьмин пушарниксем – 15 çул ытла, Михаил Чернышев водительпе Николай Положин пушарник 10 çул ытла тăрăшаççĕ. Статьяна вĕçленĕ май, кĕскен те пулин районти пушарсемпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарас тетĕп. Паянхи кун тĕлне район территорийĕнче 3 пушар (пĕлтĕр çак тапхăрта – 2) тухнине шута илнĕ. Пушарсенчен иккĕшĕ тĕрлĕ элктропроводкăсене (пăхăрпа алюминие) пĕрле сыпăнтарса монтажланипе çыхăннă, тепри – мунча кăмакине хутса çунтарнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе. Хальхи вăхăтра пĕлтĕрхи курăк лаптăкĕсене вут тивертни, тĕрлĕ çÿп-çапа кил-çурт çывăхĕнче çунтарни пысăк инкек патне илсе пыма пултарни пирки район çыннисене тепĕр хут аса илтеретпĕр. Районти пушар хуралĕнче тăракан мĕн пур работниксене, çак ĕç ветеранĕсене Раççейри пушар хуралĕнче ĕçлекенсен уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатăп. Пушар хуралĕнче тăракансен йывăр та пархатарлă ĕçре малашне те чăтăмлăн ĕçлемелле пултăр.

Александр ФОМИН, районти пушар чаçĕн начальникĕ



28 апреля 2012
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter