Шăмăршă районĕ: тепĕр сумлă уяв – Патшалăх символĕсен кунĕ

Чăваш Республикин çĕнĕ историйĕнче эпир унччен хамăр кун-çулăмăрпа çыхăннă виçĕ уява – Чăваш чĕлхин, Чăваш пичечĕн тата Республика кунĕсене палăртаттăмăр. Халĕ вĕсен йышĕнче тепĕр сумлă уяв – Патшалăх символĕсен кунĕ те пур. Наци Гербĕпе Ялавне республикăн чи малтанхи символĕсем тесе 1926 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче йышăннă Конституцире çирĕплетнĕ. Çак самантчен тĕрлĕ ĕç хутĕнче РСФСР гербĕпе усă курнă. Истори аталанăвĕнче республикăн Гербĕпе Ялавĕ виçĕ хут улшăннă, вĕсене улшăнусем кĕртнĕ. 1938 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче йышăннă Чăваш Республикин Конституцийĕ республикăн патшалăх атрибучĕсен хăй евĕрлĕхне пачах "çухаттарнă", тĕпре РСФСР гербĕ кăна тăрса юлнă. Ялава та çак шăпах кĕтнĕ. Вĕсенче "РСФСР" сăмах айне "ЧАССР" тата "Пролетарии всех стран, соединяйтесь!" сăмахсене чăвашлатса çырнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тăван халăхăмăрăн ăнланулăхĕ ÿсни, наци ту-йăмĕ аталанса пыни, Чăваш патшалăх суверенитечĕ вăй илни хамăрăн Патшалăх символĕсем патне таврăнма май панă. Чăваш Республикин Аслă Канашĕ сĕннипе 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Гербĕпе Ялавне (авторĕ Элли Юрьев) тата Гимнне ("Тăван çĕршыв", сăмахĕсене Илья Тукташ çырнă, кĕвве Герман Лебедев хывнă) йышăннă. Ялав, Герб тата Гимн – пирĕн мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр тата яваплăхăмăр. Ялавра – чăвашлăх сĕмĕ. Сарă тĕс çинчи сакăр кĕтеслĕ виçĕ çăлтăр – тăван халăхăмăрăн иртни тата хальхи пурнăçĕ, унăн пуласлăхĕ. Вĕсене Пурнăç йывăçĕ çыхăнтарса тăрать. Авалхи тĕрĕсенче те çав паллăсемех. Аваллăхсăр – паянлăх çук. Чăвашшăн вара кашни тĕс паллă пĕлтерĕшлĕ: хĕвел – сарă, çĕр –хура, пĕлĕт – кăвак, юн – хĕрлĕ. Пурнăç паллине несĕлĕмĕрсем хĕрлĕ тĕспе палăртнă. Апла тăк пин çул авалхи пуянлăх Ялавăмăрта сăнланнă. Символсен кунне йышăнни, ăна уявлама тытăнни вышкайсăр пĕлтерĕшлĕ. Шел те, ăна чылайăшĕ ăс-хакăлпа, чунпа туйса илеймен-ха: Ялавпа Герб çинчи геральдика паллисен пĕлтерĕшне пĕлмест, Гимн сăмахĕсене пĕлменрен шыв сыпнă пек тăрать. ЧР Патшалăх символĕсен кунĕ ахаль уяв кăна мар, вăл – чăвашлăх, тăванлăх, патриотлăх туйăмĕсене вăратакан пулăм.



28 апреля 2012
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter