Влаçа иртнĕ çулшăн намăс мар

Ĕнер республикăн пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи ĕç-хĕлĕ çинчен тунă отчăчĕ “Ăнăçлă ĕçленĕ - намăсланмалла мар”, - республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладне çак сăмахсенчен пуçларĕ. Мĕн пуррине упраса хăварнă кăна мар, малалла аталантарма та мехел çитернĕ. Чылай енĕпе пирĕн кăтартусем Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Çапах, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, лăпланса ларма юрамасть. Малалла утмалли çулсем - бюджета çирĕплетесси, инвестицисем илсе килесси, управляющи компанисен ĕçне лайăхлатасси, çул-йĕр строительстви тата ыт.те.

Иртнĕ çул бюджетăн налук тата налук мар тупăшĕсем 12% пысăкланни - курăмлă çитĕнÿ. Бюджет тăкакĕсен пысăк пайĕ социаллă сĕмлĕ пулнине те Михаил Игнатьев ырласа хаклать. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма май килнĕ - вăтамран 13%. Учительсен ĕç укçин ÿсĕмĕ 47% çитнĕ. Çапах экономикăри вăтам ĕç укçи 14,7 пин тенкĕпе танлашни Чăваш Ен Пуçлăхне тивĕçтермест. Кашни 5-мĕш çемьен тупăшĕ пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкреххи те пăшăрхантарать. Тĕллев - чухăн çемьесен шутне çине тăрсах чакармалла.

Ĕçсĕрлĕхе чакарас енĕпе ырă туртăм пур: çулталăкра вăл 2,1-рен 1,1% таран чакнă. Ĕçсĕррисен йышне вуçех пĕтерме май çуккине ăнланать пулин те Михаил Васильевич ку енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлемелли çинчен каларĕ. Паллах, йывăр. Шалу парăмĕн ыйтăвĕ хăех мĕнешкел! Панкрутлăх авăрĕнчи предприятисем ăна пушшех çивĕчлетеççĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хайхи парăм 51 млн тенке яхăн юлнă, тĕп пайĕ, 49,2 млн, шăпах асăннă йышши предприятисен тÿпи. 2308 çынпа ĕç укçипе татăлман.

Ырă улшăнусем пуррине Михаил Васильевич граждансен банксенчи вклачĕсен виçи самай пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынипе те çирĕплетрĕ - çулталăк хушшинче 6 млрд тенкĕ хушăннă, ÿсĕм 16%. “Çынсем лайăхрах пурăнаççĕ” терĕ пулин те асăннă кăтартура вăл хăшĕсем хăйсен тупăшĕсене уçăмлă туманнин сĕмне те палăртрĕ. Рес­публика патшалăх парăмне пĕлтĕр 9,4% чакарма пултарнă, ку хушма тăкаксенчен упрать. Малашне те çаплах ĕçлесшĕн, çулталăк вĕçленнĕ тĕле парăма 9 млрд шайне антарасшăн.

Чăваш Ен, унăн Пуçлăхĕн шухăшĕпе, кризиса хыçа хăварнă. Çакна промышленноç производствин индексĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхраххи те ĕнентерет - 113,5%. Ку кăтартупа эпир федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 1-мĕш вырăнта. Çĕр-шыври кашни виççĕмĕш бульдозера, кашни саккăрмĕш вакуна Чăваш Енре кăлараççĕ. Хими, реле хÿтлĕхĕпе автоматика хатĕрĕсен производствипе те мăнаçланма пулать. Апла пулин те кăкăр çапма иртерех. “Ĕç тухăçлăхĕпе юлса пыратпăр, - палăртрĕ Михаил Игнатьев. - Çын пуçне 1,3 млн тенкĕлĕх продукци кăларатпăр. Раççейри вăтам кăтарту - 2,3 млн тенкĕлĕх. Ĕç укçи пĕчĕкреххи те çакăнтан килет, вăл Чăваш Енре Раççейрипе танлаштарсан 60-65% шайĕнче”. Кăçалах ку кăтартăва 1,5-1,6 млн таран ÿстерме тĕллев лартрĕ.

Ăна пурнăçлас тесен стратеги шайĕнчи ĕçтешсем шутланакан пысăк холдингсемпе, компанисемпе алла-аллăн ĕçлемелле - вĕсем валли продукци туса кăларни экономикăна мала яма пулăшатех. Тĕслĕх вырăнне Михаил Игнатьев Раççей чукун çулĕсемпе йĕркеленĕ ĕçтешлĕхе асăнчĕ. Республикăри 27 предприяти пĕлтĕр çак компани валли 20 млрд тенкĕлĕх тавар туса кăларнă, кăçал çак виçене 27 млрд тенке çитересшĕн.

Ял хуçалăх ыйтăвĕсем çинче Михаил Васильевич пайăррăн чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусене шăрăх та типĕ 2010 çулхипе мар, 2009 çулхипе танлаштарчĕ - ÿсĕм 107,2% пулнă. Ялта ĕçлекен кашни çын 876 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Уйрăм предприятисенче ку кăтартăва 1 млн тенкĕ урлă каçарма пултарнă - “Авангард”, “Сувар-2”, Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрики тата “Чăваш бройлерĕ”. Çакăнта патшалăх тĕревĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. “Совет саманинче те яла патшалăх енчен çапла вăйлă пулăшман”, - терĕ кун пирки республика Пуçлăхĕ.

Çивĕч тема - çурт-йĕр тăвасси. Виçĕм çулхипе пăхсан пĕлтĕр ку кăтарту 101% танлашнă-ха, анчах Чăваш Ен çын пуçне пĕлтĕр 0,7 тăваткал метр çурт-йĕр туни - сахал, “1 метра çитермелле”. Ку енĕпе пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрле япăх ĕçленине Чăваш Ен Пуçлăхĕ пусăм тусах палăртса хăварчĕ. Резервсем çук мар. Михаил Васильевич чи малтанах ял хуçалăх категорийĕнчен çурт-йĕр тума куçарнă лаптăксемпе туллин усă курма сĕнчĕ. 26 лаптăка куçарнă - 688,6 гектар. Вĕсемпе мĕнле усă курни - тĕрлĕ ÿкерчĕк. Тĕпрен илсен Шупашкар, Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенчи çĕрсем пирки сăмах пырать. “Вĕсем çинче çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă ĕçсене кирлĕ пек пурнăçламаççĕ тĕк - урăхларах йышăнусем кирлĕ, - терĕ вăл. - Хăшĕсем çĕр хакланасса çеç кĕтеççĕ, кайран темиçе соткăна миллион тенкĕлле сутса ярса услам илесшĕн...” Çурт-йĕр строительствипе çыхăннă тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕ: темиçе уйăхра Шупашкарта пурăнмалли лаптăксен тăваткал метрĕн хакĕ 5-10 пин тенкĕ ÿснĕ. Эппин, хваттер ытларах кирлĕ. Хваттер тума пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвĕнчен те пăрăнса иртмерĕ: 575 çын “шăнман пăр” çинче. “Ку ыйтăва политика сĕмĕ парса шавлама пулать, анчах çакă нимĕн те улăштараймĕ. Тĕллев - кăçал çав çынсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересси. Ĕç-пуçа право хуралĕн органĕсем тишкереççĕ. Малашне çакнашкал ултавлă тĕслĕхсем ан пулччăр”, - терĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Республикăра ача çуратасси ÿснине, çынсем вилесси чакнине /ку енĕпе 2000 çултанпа кăтарту чи лайăххи-мĕн/ Михаил Игнатьев кăмăллăн палăртрĕ. Çавна май çĕр-шыв ертÿçисем çывăх çулсенче çынсен пурнăçĕн тăршшĕне 75 çула çитермелле тени Чăваш Еншĕн ĕмĕт шайĕнче кăна пулмалла мар. Республика хăй енчен те ача çуратакансене хавхалантарать. 206 çемьене 100 пин тенкĕ тÿленĕ ĕнтĕ. Ватăсене те манмаççĕ. Ĕç ветеранĕн ятне 14,7 пин çынна пама ĕлкĕрнĕ, тата 13 пин çынна парĕç. Михаил Васильевич малашне ĕç стажĕ 40 /арçынсем/ тата 35 /хĕрарăмсем/ çулпа танлашакан çынсене те ветеран ятне парас ыйтупа ĕçлемелли çинчен каларĕ. Тĕллеве пурнăçласси, паллах, йÿнĕ мар - 750-800 млн тенкĕ кирлĕ. Анчах ку республика влаçĕсене хăратмасть пулас.

Ялсенче медиксем çитменнипе çыхăннă ыйтăва та сиктерсе хăвармарĕ - 243 специалист кирлĕ. “Земство тухтăрĕ” программа пулăшать - 23 çын пĕрер миллион тенкĕ илнĕ ĕнтĕ. Черетре - тата 60 çын. Ача сачĕсем çитменни пирки калас тăк - ку ыйтупа та ĕçлеççĕ. Çывăх 3 çул хушшинче Чăваш Енре 45 ача сачĕ хута ямалла - çĕннисене туса, киввисене çĕнетсе.

Доклада вĕçленĕ хыççăн парламентри кашни фракци республика Пуçлăхне 3-шер ыйту пачĕ. Самай çивĕч ыйтусем янăрарĕç. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта хытă каяшсен полигонĕ патне пыракан тавра çул тăвасси. Михаил Игнатьев тĕрлĕ варианта тишкернине палăртрĕ. Халĕ тивĕçлĕ проект документацийĕ пур. 9,7 км çул тумалла - 269 млн тенкĕлĕх. Проекта РФ Регионсен аталанăвĕн министерствине панă, Владимир Путин премьер принцип тĕлĕшĕнчен килĕшнĕ. Çавăнпа та Михаил Васильевич асăрхаттарчĕ: “Ыйтăва политикăпа çыхăнтарас марччĕ - унсăрăн укçа памасса та пултараççĕ...” Республикăри ытти автоçул пирки те сăмах пулчĕ: “Çулсем нихçанхинчен вăйлăрах арканнă. Е çапла туйăнать кăна-ши?.. Укçа çитмест, çавна май бюджета тÿрлетÿсем кĕртнĕ чух укçа виçине пысăклатăпăр”, - шантарчĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Ялсенчи пысăк проектсемпе интересленнĕ депутата хуравласа республика Пуçлăхĕ “Ядринмолоко” тĕслĕхне асăнчĕ. Çĕмĕрле районĕнчи лизин производствипе çыхăннă проект шанăç кÿрет, инулин производстви тĕлĕшпе те ĕçсем аван пулмалла. Çурт-йĕр строительстви тĕлĕшпе çивĕчлĕх пуррине кура Валерий Павлов депутат Чăваш Енре облицовка кирпĕчĕ туса кăларманнине пăшăрханса палăртрĕ. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарти çурт-йĕр комбиначĕн хуçи улшăннă май унти производство çĕнĕ хăватпа ĕçлесе каясса шаннине палăртрĕ. Кирпĕче илес тĕк - Красноармейски районĕнчи заводăн пĕрремĕш тапхăрĕ çулталăк вĕçĕнче хута каймалла. Завод çулталăкра 60 млн штук кирпĕч кăларĕ: республикăшăн çителĕклĕ пулмалла. “Хальлĕхе вара, чăнах та, облицовка кирпĕчне республика тулашĕнчен кÿме тивет, çавна май Чăваш Ен экономикине тĕревлеме тивĕç питĕ пысăк укçа айккине каять”, - пăшăрханăвне пытармарĕ Михаил Васильевич.

Депутатсем “Химпром” производствин хăрушсăрлăхĕпе, Шупашкар шыв управĕн шайне çĕклессипе, ытти темăпа çыхăннă ыйтусене çĕклерĕç - Михаил Васильевич кашнинех туллин хуравларĕ. Кашни фракци представителĕ тухса калаçрĕ - ЧР Пуçлăхĕн отчетне хакларĕ. Вĕсен сăмахĕнче янăранă конструктивлă сĕнÿсене, паллах, республика Пуçлăхĕ хăйĕн тата Правительство ĕçĕнче шута илĕ.

Отчета ырланă хыççăн депутатсем кун йĕркинчи ытти ыйтăва тишкерчĕç. Çĕнĕ саккунсем йышăнчĕç, маларах йышăннисене улшăнусем кĕртрĕç. Чылайăшĕн пирки эпир вĕсен проекчĕсене Министрсен Кабинетĕнче тишкернĕ чухнех çырнă та - тепĕр хут таврăнма кирлĕ мар-тăр. Çавăн пекех Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палатин йышне çирĕплетрĕç, ПК комитечĕсен председателĕсен яланхи никĕс çинче ĕçлекен çумĕсене, Çĕмĕрле районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма ирттерекен конкурс йĕркелекен комисси членĕсене суйларĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

 



28 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter