Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                                                       Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп! Ку вăл тăван республикăмăр умĕнчи хăйĕн яваплăхне туякан, унăн пуян та кăсăк историйĕпе мăнаçланакан, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн тÿрĕ кăмăлпа вăй хурса ĕçлекен мĕн пур çыннăн уявĕ. Наци гимнĕн чаплă сасси-çемми, ялавĕпе гербĕ Чăваш патшалăхлăхне тата наци пĕрлĕхне, халăхăмăрăн нумай-нумай ĕмĕре тăсăлакан мухтавлă историне, хальхи тата пуласлăхри кун-çулне сăнарлаççĕ. Герб тата ялав çинчи «Пурнăç йывăçĕпе» «Виçĕ хĕвел» ĕçчен чăваш халăхĕн философине тата чун çирĕплĕхне сăнарлакан паллăсем. Эпир патшалăх символĕсене нацин чи хаклă та сăваплă япалисем вырăнне хурса хисеплетпĕр тата шанчăклăн сыхласа упратпăр. Патшалăх символĕсене сума суни Тăван çĕр-шыва чунтан юратса, гражданла яваплăха туйса ÿссе çитĕнме пулăшать тата граждансен пĕтĕмĕшле культурине палăртать. Патшалăх символики кирек хăш халăх историйĕнче те паллă вырăн йышăнса тăрать: патшалăх символĕсем халăхсене пысăк паттăрлăх кăтартма хавхалантарнă тĕслĕхсем те сахал мар. Çаплах паян чăваш ялавĕ те республикăра пурăнакансене ĕçре хастар пулма хавхалану кÿрет. Çак савăк уяв кунĕсенче пĕр-пĕрне хисеплеме тата ăнланма сунатăп. Пирĕн чĕресем хамăр гимнпа гербшăн тата ялавшăн яланах мăнаçланса тапчăр! Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çыннăн ырлăхĕшĕн тăвакан пĕрлехи ĕçĕмĕр яланах ăнăçуллă пултăр.

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                  М.Игнатьев.



29 апреля 2012
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter