«Мĕн-ши вăл тăван çĕршыв?» конкурса хутшăнма васкăр

И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультечĕ Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле «Мĕн-ши вăл тăван çĕршыв?» ятлă пултарулăх конкурсĕ ирттерет.

Конкурса Раççей историйĕн çулне халалланă, вăл ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен иртет. Мероприятин тĕп тĕллевĕ – тăван халăх историне тĕпчесси. Конкурса 10-11 класра вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ, ĕçсене dekanat_fchf@mail.ru электрон почтăпа ярса памалла.

Тĕплĕнрех конкурс пирки http://cv.chgpu.edu.ru/ сайтра вуласа пĕлме пулать.

(Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви)



03 апреля 2012
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter