Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей энергетика министрĕпе Сергей Шматкопа тĕл пулнă

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей энергетика министрĕпе Сергей Шматкопа тĕл пулнă. Çурхи ĕççи пуçланас умĕн ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă темăна сÿтсе явнă.

Тĕл пулура республикăна çур аки ирттерме çăмăллăхлă хаксемпе паракан дизель топливине ытларах уйăрас ыйтăва тишкернĕ. Çакă ял хуçалăх предприятийĕсене укçа перекетлеме, хăйсем туса илекен продукци хакне чакармалли условисем йĕркелеме май парать. Аса илтерни вырăнлă: Чăваш Енри хуçалăхсене çăмăллăхлă хаксемпе çак материалсемпе «ЛУКОЙЛ» тата «СУРГУТНЕФТЕГАЗ» АУОсем тивĕçтереççĕ - пĕтĕмпе 6,66 пин тонна кÿмелле.

Унсăр пуçне Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Раççейри электроэнергетика тытăмĕсен реле хÿтлĕхĕ тата автоматизацийĕ - 2013» /«РЕЛАВЭКСПО-2013»/ канашлу /конференци/ ирттересси пирки калаçнă. Республика Пуçлăхĕ министра Чăваш Енри реле тăвас ĕç шайĕпе аталанăвĕ çинчен пĕлтернĕ, çак отраслĕн регион тата Раççей экономикин аталанăвĕнчи пысăк пĕлтерĕшне палăртнă.

Михаил Игнатьев каланă тăрăх - Чăваш Енĕн реле хÿтлĕхĕпе автоматизаци енĕпе вĕрентÿ, наука, проект, производство тата инжиниринг майĕсем пысăк. Отрасль предприятийĕсем çĕр-шывăн энергетика комплексне технологи тĕлĕшĕнчен çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтерме пултараççĕ. «Шупашкар - çĕр-шыври реле тăвас ĕçĕн тата микропроцессор изделийĕсен производствин паллă центрĕ. Кунта пĕтĕм Раççейри реле тăвас ĕçĕн пĕртен пĕр наука-тĕпчев институчĕ упранса юлнă», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ конференцие пирĕн республикăн тĕп хулинче ирттерни вырăнлине палăртса.

Михаил Игнатьев çавăн пекех республика Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайне çĕклес тĕллевлĕ энергоперекетлĕх программисене инвестици хывассине малалла тăсни çинчен каланă.



03 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter