Чăваш Ен наци телевиденийĕн эфирĕнче çĕнĕ кăларăм - «Çĕр тивлечĕ»

Мĕнле пурăнать-ха паян ял çынни? Мĕн пăшăрхантарать ăна, мĕн савăнтарать? Чăваш Ен наци телевиденийĕн эфирĕнче çĕнĕ кăларăм - «Çĕр тивлечĕ».

Вăл чăваш хресченĕн кулленхи пурнăçĕпе, ялсен аталанăвĕпе, агропромышленноç комплексĕнчи улшăнусемпе, çĕр çыннисене пулашма тивĕç патшалăх программисемпе паллаштарĕ. Передача авторĕсем кашни яла çитме тăрăшĕç.

Паян çĕр ĕçченĕ çур акине хатĕрленет. Пĕрремĕш кăларăма çак яваплă тапхăра халалланă. Республика хуçалăхĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕр-и? Ялта ĕç тупаймасан мĕн тумалла? Пĕрремĕш кăларăмра çак ыйту хуравĕсене тупма пулĕ. Республикăри ăста пахчаçăсем çурхи ĕçсем пирки каласа парĕç, улмуççисене касма вĕрентĕç.

«Çĕр тивлечĕ» кăларăм паян, апрелĕн 3-мĕшĕнче, 19 сехетре эфира тухать.
Чăваш Республикин Культура министерстви


03 апреля 2012
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter