Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушар хуралĕн службин ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                Пушар хуралĕн службин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

                 Професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Пушар сÿнтерекен профессийĕ чи йывăррисемпе хăрушшисенчен пĕри шутланать. Паттăр тата хăйсене шеллемен çынсем кăна алхасакан вут-çулăма хирĕç тăма пултараççĕ. Эсир лару-тăрăва тĕрĕс хаклама тата синкерлĕ самантра васкавлă та тĕрĕс, вăхăтлă йышăнусем тума пĕлни çынсен пурнăçĕпе сывлăхне, вĕсен пурлăхне, республикăри вăрмансен пуянлăхне тĕрĕс-тĕкел сыхласа упрама май парать. Чăваш Енре республикăри пушар сÿнтерекенсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе туллин тивĕçтерес тата вĕсем хăйсен питех те пĕлтерĕшлĕ тивĕçне пурнăçлама хуть хăçан та хатĕр пулччăр тесе вăхăтра мерăсем йышăнаççĕ. Вăрманпушар службин пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланса çирĕпленет, пушартан асăрханас ĕç хастарлăн пурнăçланать – пирĕн тĕллев вут-çулăма çĕнтересси кăна мар, пушар пуласран сыхланасси те вĕт! Çак савăк уяв кунĕнче ветерансене пĕтĕм чунтан тав сăмахĕ калатăп, вĕсем хăйсен пуян та паха опычĕпе çамрăк сотрудниксене туллин паллаштараççĕ. Инçетри ялсенче пушартан сыхланассине шанчăклăн тивĕçтерекен ирĕклĕ пушар дружинисен членĕсене те паттăрлăхшăн тав тăватăп. Вут-çулăмпа кĕрешекенсене пурне те хăюлăхпа тÿсĕмлĕх, çирĕп сывлăх тата çемьере ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                                             М.Игнатьев.



30 апреля 2012
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter