Элĕк районĕ: çĕнĕ трактор туянчĕç

Районти хуçалăхсенче техника юсавлăхне тĕрĕслессипе обществăлла смотр пырать. Уйрăм çынсем активлăрах пулни курăнать. Ку таранччен вĕсен 52 единица техники тĕрĕслев витĕр тухрĕ те ĕнтĕ. Çĕрпе туллин усă курас тĕллевпе çĕнĕ техника туянакансем те пур. Тавăт ялĕнчи Николай Моисеев тата Тукачри Леонид Степанов «Беларуç» трактор илчĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче техника тĕрĕслевĕ графикпа килĕшÿллĕн пулса пырать. «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсем техникăна хĕрÿ тапхăра хатĕрлессипе уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

К.МАЙОРОВ (гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ)



04 апреля 2012
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter