«Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртет

Шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе  Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе тата Чăваш наци конгресĕпе пĕрле наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивальне ирттерет.

Фестиваль виçĕ номинаципе иртет:

-          наци шкулĕнче вĕренекен ачасен «Чăвашлăх тĕнчи» мультимеди презентаци конкурсĕ;

-          вырăс шкулĕнче вĕренекен ачасем валли чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс;

-          вырăс шкулĕнче вĕренекен ачасем валли чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс.

Фестиваль икĕ тапхăрпа иртет – районта (хулара) тата республикăра:

– районта (хулара) 2012 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕччен;

– республикăра   2012 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче.

Тĕплĕнрех фестиваль çинчен Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн сайтĕнче тупса вулама пулать.

Тĕплĕнрех

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



05 апреля 2012
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter