Шăмăршă районĕ: ватăлсан та çамрăк-ха чунсем...

МАРТ уйăхĕн вĕçĕнче ветерансен организацийĕсене йĕркелесе янăранпа 25 çул çитет. Çакнашкал организацисем пирĕн районта та кашни ял поселенийĕнчех пур. Пултаруллă, пуçаруллă çынсем ертсе пыраççĕ вĕсене. Ветерансен организацийĕсем хăйсен ĕçне планпа килĕшÿллĕн, ялсенчи культура, шкулсен коллективĕсемпе, медицина ĕçченĕсемпе çыхăнса туса пыраççĕ.

Ветерансем тесе эпир нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене калатпăр. Пурнăç вара пенсие кайнипех чарăнса лармасть – малаллах шăвать. Ветерансен канашĕсем шăпах ватăсен пурнăçĕ кичем, пĕр евĕрлĕ ан ирттĕр тесе тăрăшаççĕ. Ватă çын та çынах: унăн та ыттисем пекех савăнас, пурнăçпа тан утас килет. Çавăнпах пулĕ вĕсем "Ватăлсан та çамрăк-ха чунсем" теме юратаççĕ. Ман шутпа, тĕрĕсех çакă.

Хăш-пĕр мероприятисем чăнласах нумайлăха асра юлаççĕ. Ватăсене пĕр-пĕринпе курнăçтарма майсем туса панине мĕн çиттĕр; Ку тĕлĕшпе культура ĕçченĕсене уйрăммăн тав тăвас килет.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ те ветерансене яланах хапăл. Кунта вăй хуракансем пирĕнпе тăтăшах интереслĕ тĕл пулусемпе калаçусем йĕркелеççĕ. Тепĕр чух вара ватăсемшĕн "кăвак хуппи" уçăлнăнах туйăнса каять: халĕччен пурăнса та çут çанталăкăн хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсем çинчен пĕлме мар, илтмен те вĕт! Наци паркĕнчи экологи сукмакĕ те илĕртÿллĕ – пĕрре пулсан, тепре килесех килет.

Ветерансен канашĕсем пенсионерсемпе экскурсисем те йĕркелеççĕ. Ял поселенийĕсенчи темиçешер ушкăн пĕлтĕр кăна Палтиел çывăхĕнчи шыв хранилищинче, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса курчĕç.

Ватăсем вулама та юратаççĕ, библиотекăсене çÿрекенсем йышлă. Библиотекарьсем вĕсене кирлĕ литература суйласа илме пулăшаççĕ. Библиотекăсенче хаçат-журналпа паллашма та май пур.

Манăн Пуянкасси ял поселенийĕнчи Л.Антонова ертсе пыракан ветерансен канашне уйрăммăн лайăхпа палăртса хăварас килет. Кунти пенсионерсен пурнăçĕ чылай интереслĕрех, туллирех.

Ветерансем пултарулăхра та маттур. Сăмахран, Пуянкассинче "Ахаяс", Карапай Шăмăршăра "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕсем пур. Ку тĕлĕшпе Анат Чаткасри, Васанти, Кивĕ Чукалти, Палтиелĕнчи ветерансен канашĕсене те лайăхпа асăнмалла. Район хаçачĕ те ватăсен пурнăçне туллин çутатма тăрăшать.

Ватă çын – тăватă çын теççĕ. Вĕсен паянхи çамрăксене каласа памалли чăннипех нумай. Вĕсем çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ, патриотизмла воспитани парас ĕçре те пысăк тÿпе хываççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă специалистсем хăйсен паха та пуян опычĕпе çамрăк специалистсене хаваспах пулăшаççĕ, вĕсен паха та усăллă канашĕсене ертÿçĕсем те хаклаççĕ, вырăна хума тăрăшаççĕ.

Районти ветерансен канашĕ ватăсем хускатакан ыйтусене яланах тимлĕхре тытать, чылайăшне район администрацийĕпе, халăха социаллă пулăшу паракан пайпа, Пенси фончĕн уйрăмĕпе, районти тĕп больницăпа пĕрле татса пама тăрăшать.

Федора КУЗНЕЦОВА, районти ветерансен канашĕн ертÿçин çумĕ

 



05 апреля 2012
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter