Тăвай районĕ: халăх итлевĕ иртнĕ

Райадминистраци залĕнче “Тăвай районĕн 2011 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен отчета çирĕплетесси” йышăну проекчĕпе халăх итлевĕ иртнĕ.
Кун йĕркинчи ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Г.Сергеев доклад тунă. Вăл 2011 çулта муниципаллă бюджета пурнăçлассипе мĕнле ĕçлени çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Асăннă ыйту тăрăх районти депутатсен Пухăвĕн йышăну проектне ырланă. Хушусемпе сĕнÿсене бюджетпа экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен депутатсен яланхи комиссийĕнче сÿтсе явса, депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче пăхса тухма сĕннĕ.


06 апреля 2012
08:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter