Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ: каялла чакмалла мар!

Кĕçнерни кун Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ЧР Агропромышленноç союзĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР АПК пĕрлĕхĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Николай Малов ертсе пычĕ. Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов хутшăнчĕç.

“Республикăри выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕн инноваци çул-йĕрĕ” темăпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов доклад турĕ.

Приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа республикăри мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче аш-какай, сĕт, çăмарта туса илесси палăрмаллах ÿснĕ. Çав тапхăрта хресченсем çăмăллатнă йĕркепе 4,3 млрд тенкĕлĕх инноваци кредичĕ илнĕ. 112 фермăпа комплекс çуртне тĕпрен юсанă, çĕнĕрен те тунă, вĕсенчен 79-ăшĕ - ĕне выльăх валли, 20-ĕшĕ - сысна, 11-шĕ - чăх-чĕп, пĕри кайăк-кĕшĕк усрама. Инвестици проекчĕсене пурнăçлани продукци калăпăшне ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме май парать. Çавăнпа производство объекчĕсене кашни районтах модернизацилеме тăрăшмалла.

Кайăк-кĕшĕк отраслĕнче çĕнĕ объектсем хута яни аш-какай туса илессине - 14,8%, чăх-чĕп йышне 25% ÿстернĕ, 57 çын ĕç вырăнĕллĕ пулнă.

Сысна самăртасси те ÿсĕмлĕ. Шупашкар районĕнчи “СмакАгро” хуçалăхра, “Авангард” тулли мар яваплă обществăн “Цивильский бекон” филиалĕнче /Çĕрпÿ районĕ/ сыснасем талăкра 838-шар грамм ÿт хушаççĕ. 100 çынна ĕçе йышăннă.

Кашни рабочи пуçне туса илекен тавар калăпăшĕ ÿсет. Шупашкар районĕнчи “Сувар” обществăра - 2 млн та 616 пин, Муркашри чăх-чĕп фабрикинче - 1 млн та 73 пин, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче 1 млн та 66 пин тенкĕлĕх продукци туса илеççĕ.

Чăвашстат выльăх-чĕрлĕх отраслĕ­­нчи кăрлач-нарăс уйăхĕсенчи кăтартăва пĕтĕмлетнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ĕç пур енĕпе те кăтартуллă. Чăх ашĕ туса илесси - 1,9 хут, кашни ĕнерен сĕт сăвасси 11% ÿснĕ. Çав вăхăтрах 2006 çулпа танлаштарсан ĕне ашне сутасси 31% чакнă. Производство тупăшсăр. Пĕр тонна какай хăй хаклăхĕ 85,5 пин тенкĕпе танлашать, 70 пин тенкĕпе сутăнать. Патшалăх пулăшсан та тăкак - 17,5%.

Пĕлтĕр выльăх апачĕ хатĕрлеме çанталăк лайăх тăчĕ, 1,5-2 çуллăх саппас янтăлама май пачĕ. Шел те, техника çитменрен, технологие пăхăнманран чылай хуçалăхра вăл пахалăхсăр.

Кашни комбайнăн 251 гектар курăк çулмалла, ку нормăпа пăхнинчен 1,5 хут пысăкрах. 2011 çулта республикăра курăк çулмалли 32 комбайн туянма палăртнă, 17 çеç илнĕ /53%/. Кăçалхи тĕллев - 42.

Выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхĕ кĕтĕве çĕнетнипе тачă çыхăннă. Республикăра ăратлă выльăх ĕрчетекен 30 хуçалăх. Пĕлтĕр тĕллеве 15-шĕ çеç пурнăçланă, федераци хыснинчен 20,9 млн тенкĕ субсиди илме пултарнă. 2012 çулта ăратлă кĕтĕве тытса тăма федераци бюджечĕ 20 млн та 987 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

Кашни 100 ĕнерен миçе пăру илни те пĕлтерĕшлĕ. 2006 çулта - 73, пĕлтĕр - 80. “Тĕллев - 100 пăру илесси”, - терĕ Сергей Владимирович.

2011 çулта мĕн пур тытăмри хуçалăхсем 489,9 пин тонна сĕт туса илнĕ. Шел те, ăна вырнаçтарас ыйту çивĕч. Заводсене 195 пин тонна /39,9%/ леçнĕ, 2010 çулхинчен 11,6% сахалрах. Ял хуçалăх организацийĕ­­сен тÿпи пысăкрах - 37,8%, ял халăхĕн - 32,2%. Тĕп йывăрлăх - çынсен техника çукки, вĕсенчен сĕт пуçтарассине çителĕ­­ксĕр йĕркелени.

Ларура сĕт хакĕ пирки çивĕч калаçрĕç. Вăл чи малтанах пахалăхĕнчен килет. Заводсене чи лайăх сортли 6,5% çеç пырать. Пĕрремĕш сортли - 81,1%, иккĕмĕшли - 12,3%, ытти - сорта тивĕçменни.

Сĕт йышăнакансем ăна сивĕтмесĕр илсе пынăран та хакне чакараççĕ. Кунашкалли - 11%. Техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн сивĕтменнине пачах та йышăнмалла мар.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене патшалăх кăçал та витĕмлĕ пулăшу кÿме шантарать, федераци тата республика хыснинчен 1 млрд та 713 млн тенкĕ уйăрма палăртать. Ăратлă пушмак пăру туянакансене кашни килограмм чĕрĕ виçешĕн 20-29 тенкĕ парса саплаштарĕ.

Сĕт туса илекенсене пулăшма федераци бюджетĕнчен республикăна çак кунсенче 24 млн та 222 пин тенкĕ çитмелле.

Кăçал Вăрнарти аш-какай комбинатĕн­­че, Муркаш районĕнчи “Путь Ильича” агрофирмăра, Етĕрне, Вăрнар, Шăмăршă районĕсенчи “Родина”, “Янгорчино”, “Исток” хуçалăхсенче çĕнĕ витесем хута каймалла. Çавна май выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси татах ÿсмелле. Аш-какай - 108 пин тоннăна /2011 çулхинчен 6,5% нумайрах/, сĕт 495 пин тоннăна /1,1%/ çитмелле. Плана тултармаллах. Унсăрăн 2013 çулта патшалăх пулăшăвĕ сахалрах пулать.

Доклада сÿтсе явма ЧР “Агро-Ин­новацисем” ХУП директорĕ Николай Васильев, Шупашкар районĕнчи “Приволжское” предприяти ертÿçи Георгий Егоров, “Карусель” гипермаркет директорĕ Людмила Павлова, ытти организаци пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Анлă ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Юлашки çулсенчи йывăрлăхсене пăхмасăр ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталаннине, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кĕтĕве упраса хăварма вăй çитернине палăртрĕ. Укçа-тенкĕ енчен пулăшма малашне те майсем шырăпăр терĕ.

Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕме хатĕрленет, конкуренци çивĕ­­ч­­ленет. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен те, депутатсен те хамăрăн çимĕç экологи енчен тасине, чикĕ леш енчен килекеннинчен пахарах пулнине халăха ăнлантармалла. Потребитель малашне тавар пахалăхĕпе интересленетех. Пахча çимĕçе епле çитĕ­­н­­­­тернĕ, экологи енчен таса-и вăл? Патшалăх ял хуçалăхне малтанхи йывăрлăхсене тÿссе ирттерме 9 млрд тенкĕ уйăрать. Выльăх-чĕ­­р­­лĕх отраслĕ хальлĕхе тăкак­лă. Ăратлă выльăх çеç ĕрчетме тытăнсан, паха апат ытлă-çитлĕ хатĕрлеме вĕренсен - тавар хăй хаклăхĕ пĕчĕкленĕ, инноваци çул-йĕрĕпе аталанса тупăш илме май парĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 апреля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter