Вăрмар районĕ: "Маттур хĕр ача" конкурс иртнĕ

Нумаях пулмасть Кивĕ Вăрмар шкулĕнче кам чи маттур хĕр ача пулнине палăртас енĕпе конкурс иртрĕ.

Конкурса кĕçĕн классенче тата 5-7-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем хутшăнчĕç. Вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Конкурсра тĕрлĕ ĕçсем тумалла пулчĕ. Ăс-тăн аталанăвне тĕрĕслемелли конкурсра 7-мĕш класа çитекенни пулмарĕ. Ал-ĕç ăсталăхне тĕрĕслес шутпа тÿмене кам хăвăртрах лартассипе те тупăшрĕç хĕр ачасем, кунта та 7-мĕш класра вĕренекенсем маттуртарах пулни курăнчĕ. Прическа тăвас ăсталăха та кăтартмалла пулчĕ, чи лайăх прическа вара 6-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем тума пултарчĕç. Эстафета мелĕпе тутăр çыхассине пурнăçламалла пулчĕ, кунта вара 7-мĕш класра вĕренекенсем маларах пулчĕç. Тупмалли юмахсем тупсăмĕсене тупмалла пулчĕ, ку конкурс никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Çапла конкурссене пĕтĕмлетнĕ май 7-мĕш класс хĕр ачисем чи маттуррисем пулчĕç.



09 апреля 2012
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter