Каçал Ен районĕ: "Туслăх хĕлхемĕ"

Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Комсомольскинчи иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта  «Туслăх хĕлхемĕ» наци фестивалĕн районти тапхăрĕ иртрĕ. Фестивальте виçĕ тĕрлĕ конкурс: 1-мĕшĕ – мультимедиллĕ хăтлавсен (презентацисен) «Чăвашлăх тĕнчи» ятлăскер; 2-мĕшĕ – «Çăлтăрчăк»; 3-мĕшĕ – сăрă ăстисен «Шевле» конкурсĕ. Ачасем хăйсем туса ирттернĕ тĕпчев ĕçĕсем тăрăх хатĕрленĕ «Чăвашлăх тĕнчи» мультимедиллĕ хăтлавсен конкурсĕ кăçал чăвашсен пирвайхи композиторĕсене: Степан Максимовпа Федор Павлова, халăхсене çутта кăларакан Н.Ильминскипе В.Магницкие тата халăх сăмахлăхне халалланă. Тупăшакансенчен чылайăшĕ композиторсен ĕç-хĕлне тĕпчесе тишкернĕ. Сăмахран, пирĕн шкулта вĕренекен Снежана Морозова та çак темăнах суйласа илнĕ. Ĕçне хатĕрлеме вĕренекене тăван ен культурине вĕрентекен Г.А.Белкова тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.М.Степанова пулăшса-ертсе пынă. Тăрăшни, ĕçлени харама кайман: маттур хĕрача конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çакна та каласа хăвармалла: конкурса тăратнă ĕçсен шайĕ çулран-çул ÿссе-туптанса пырать! Ку пĕтĕмпех шкул ачисем информациллĕ технологине алла илсе усă курма пĕлнипе çыхăннă.



09 апреля 2012
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter