Шăмăршă районĕ: вăрманçăсен те – хĕрÿ тапхăр...

Çĕр ĕçченĕсенни пекех çурхи кунсем вăр-манçăсемшĕн те хĕрÿ тапхăр. Йывăçсене каснипе çеç мар – вĕсен вырăнне çĕннисене лартса хăвармалла. Пĕр тĕп вырăнне вунă тĕп ларт тенине асра тытса ĕçлеççĕ кунта. Кăçал пирĕн хырпа чăрăш, юман, çăка, хурăн хунавĕсене 104 гектар лартса хăвармалла. Кунсăр пуçне маларах лартса хăварнă 450 гектар çинчи хунавсене те тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслесе тухмалла, аманнисемпе вăй илейменнисене, хăрнисене çĕннисемпе улăштармалла. Çамрăк хунавсене лартас ĕçе вăрман хуçалăхĕн министерствипе килĕшÿ тунă подрядчик пурнăçлать. Хунавсене эпир хамăрăн питомниксенчех ÿстеретпĕр, вĕсем çителĕклĕ. Хунавсен ытларах пайне 2010 çулта пушарсенче пĕтнĕ вăрмансене çĕнетме те паратпăр. Йывăç-тĕм лартмалли уйăхлăха хутшăнса тавралăха ешĕллетме ял поселенийĕсене те хунавсемпе тивĕçтерме майсем пур. Питомникра та ĕç сахал мар – тĕрлĕ йывăçсен вăррисене акса хăвармалла. Хамăрăн 60 килограма яхăн вăрлăхсем пур, вĕсене пĕтĕмпех сертификациленĕ. Вăрлăхсем 1,4 гектар лаптăка акса хăварма çителĕклĕ. Вăрман – халăх, çут çанталăк пуянлăхĕ. Ăна упрасси, çĕнетсех тăрасси – пирĕн тĕп тĕллев. Эппин, кашлаччăр йывăçсем, пурне те савăнтарса ÿсчĕр.

Владимир ГЛУХОВ, Шăмăршă лесничествин директорĕ.



11 мая 2012
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter