Элĕк районĕ: çĕнĕ талантсем ÿсеççĕ

Нумаях пулмасть Шупашкарти Г. Лебедев ячĕллĕ интернат лицейра «Букварьтен – илемлĕ литературăна çити» конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пулнă.

Кăçалхи конкурса 190 ĕç тăратнă. Вĕсенчен 74-шне çеç суйласа илнĕ. Элĕк районĕнчи Шĕмшеш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Виктория Платонова «Сăнару яланах чĕрере» хайлавĕнче кил хуçи, йĕрке хуралĕнче тăрăшаканскер, Чечняри командировкăран тупăкра таврăнни, виçĕ ачана ура çине пĕчченех тăратакан мăшăрĕ упăшкине аса илсе хурланни пирки çырнă.

«Поэзи» секцийĕнче Чăваш Сурăм шкулĕнче пĕлÿ илекен Е.Иванова мала тухнă. «Проза» секцийĕнче Мăн Вылă шкулĕнчи И.Шашкина пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕсен ĕçĕсене пысăк хак панă.



11 мая 2012
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter